Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстанра траур кунӗ пулать. 

Мензелинскри авиаклуб самолечӗ мӗнле ӳкни çинчен информацине катастрофа тӗлне килсе çитнӗ ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уçăмлатнă.

Октябрӗн 10-мӗшӗнче ирхине 9 сехет те 5 минутра парашютистсене лартнă самолет вӗçсе хăпарнă. 70 метр çӳллӗшре пилотсем диспетчера самолетăн пӗр моторӗ ӗçлеме чарăнни çинчен пӗлтерсе аварилле посадка ыйтнă. Пурнан çуртсенчен инçерех каяс тесе пилотсем самолета сулахай енче  хирте лартма тăрăшнă. Анчах та çӳллӗшӗ çителӗксӗр пулнипе самолет çунаттипе «Газель» автомашинăна лекет те пуçхӗрлӗ çаврăнса çӗре ӳкет.

Парашютитсен хушшинче ют регионсенчен килнӗ çынсем нумайăн пулнă. Вӗсем Мензелинскри авиаклуба ятарласа парашютпа сикме килнӗ. Тутарстан Республикин Президенчӗ çак инкек пулса иртни пирки вилнӗ çынсен тăванӗсемпе пӗрле таврăннăн хурланни çинчен пӗлтернӗ. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстанра траур кунӗ пулать. 

 Рустам Минниханов хушăвӗпе авиакатастрофăра вилнисене тăван çӗрӗсене илсе çитерес, тăванӗсене пулăшас, аманнисене пулăшу кӳрес тӗллевпе оперативлă штаб йӗркеленӗ.

ТР МЧС сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев