Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен канмалли кунсем пулаççӗ

Раççей Президенчӗ Владимир Путин правительство пайташӗсемпе канашланă вăхăтра октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен Раççейри мӗн пур регионсенче канмалли кунсем пуласси çинчен указ кăларассине пӗлтернӗ. Ӗçлекенсен шалăвӗсем сыхланса юлаççӗ.

Йывăр эпидемилле лару-тăруллă регионсем ӗçсӗр кунсене маларах кӗртесси пирки хăйсем тӗллӗн йышăну тума пултараççӗ. Тутарстан хальлӗхе кунашкал утăмран тытăнса тăрасси çинчен ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лиля Галимова пӗлтернӗ.

«Тутарстанра октябрӗн 11-мӗшӗнчен кӗртнӗ чарусене шута илсе, канмалли кунсене октябрӗн 23-мӗшӗнче кӗртмелле мар тесе йышăну тунă», – тесе палрăтнă Лилия Галимова. Çав вăхăтра Рустам Минниханов оперативлă штаба тата Роспотребнадзор управленине эпидемиологи лару-тăрăвне тишкерме тата октябрӗн 30-мӗшӗ тӗлне малашнехи ӗçе еплерех йӗркелесси пирки сӗнӳсем хатӗрлеме хушнă.

Октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен канмалли кунсем кӗртсен те, чарăнусăр циклпа ӗçлекен предприятисемпе организацисем, патшалăх влаç органӗэсем, МФЦ-семпе вӗрентӳ учрежденийӗсем çаплипех ӗçлӗç. Галимова сăмахӗсемпе, çак учрежденисен ӗçне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пăхăнса йӗркелӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев