Октябрӗн 4-14-мӗшӗсенче йӳнерех хакпа çырăнса ӗлкӗрӗр
Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Сире ырăран та ырă хыпар пӗлтерме васкатпăр: Раççей Почти октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 581 тенкӗ те 94 пуспа – çырăнма пулать. Çак тапхăрта çырăнса эсир 77 тенкӗ те 94 пус перекетлеме пултаратăр. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
Ку хак Тутарстан Республикинче пурăнакансене пырса тивет.
Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансем те октябрӗн 4-14-мӗшӗсенче хаçатăмăра йӳнӗрех хакпа çырăнма пултараççӗ. Хаксем кашни регионтах тӗрлӗрен. Ăна çавăн пекех çыхăну уйрăмӗнче е Раççей Почтин сайчӗ урлă пӗлме пулать.
Юлташсем, хаçат çырăнас ӗçе çулталăкăн юлашки уйăхне ан хăварăр, халех çырăнма тăрăшăр. Чăваш пулар, пӗрле утар!
«Сувар» хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340,
Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев