Олег Алексеевич, тӗнчери чăвашсене пире те савăнтарăр-ха!

Эх, ун чух радиохумсем шырамасăрах хамăр килӗштернӗ кăларăмсене, «Салампи», «Хура çăкăр» тата ытти нумай-нумай литература шедеврӗсене чăвашла итлӗттӗмӗр...
Радио кунӗ тӗлне Тутарстан хăйӗн радиоитлекенӗсене пысăк парне турӗ. Смартфонсем валли «Китап» радиостанцийӗн приложенине хута ячӗ. Тутарсем вăхăтӗнче анлă сарăлнă, анчах манăçнă юрăсене тата литература произведенийӗсене (чи лайăххисене кăна) телефонпа итлеме пултараççӗ халӗ. Питӗ ăнăçлă проект! «Китап» радиостанцин тӗп редакторӗ Алмаз Миргаязов пӗлтернӗ тăрăх, ку вăл ют регионсенче, çӗршывсенче пурăнакан ентешсемшӗн çав тери меллӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Хусан FM-радиостанцине пур çӗрте те итлеме пултараймаççӗ. Ку приложенипе вара «Китап» кӗсьерех. Хуть хăçан та итлеме пулать. Кун валли кăмăл пуррисен приложенисен лавккисене кӗрсе „Национальное радио Китап“ шыраса тупмалла та телефон çине куçармалла кăна. Редакторăн сăмахӗсемпе, приложение апрелӗн 28-мӗшӗ тӗлнех хатӗрлесе çитернӗ вӗсем, майăн 1-мӗшӗнче вара Play Market тата App Store лавккисене кӗртнӗ. Эх, кун пек приложени чăвашсен те пулсанччӗ, ун чух радиохумсем шырамасăрах хамăр килӗштернӗ кăларăмсене (вăхăтӗнче мана, тӗслӗхрен, «Ăраскал» шутсăр килӗшетчӗ), «Салампи», «Хура çăкăр» тата ытти нумай-нумай литература шедеврӗсене чăвашла итленӗ пулăттăмăр. Олег Алексеевич (ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан О.А. Николаев), пире, тӗнчери чăвашсене, çакăн пек савăнăç парнелӗр-ха, тархасшăн. Питӗ-питӗ кӗтетпӗр. Кам манпа килӗшет?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 января 2021 - 19:49Кӑҫал Думӑра ларакансене суйлӑпӑр Тутарстанӑн Тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин суйлавӗсене хатӗрленме пуҫланӑ6000
-
20 января 2021 - 19:21Тутарстанри предприятисенче коронавирусран вакцинацилеме пуҫланӑ 6,5 пин ҫын вакцинаци иртме ҫырӑннӑ, черетре тӑрать5000
-
20 января 2021 - 18:48Хӑтаруҫӑсене Мускавран та, Хусантан та тимлӗх пур Рустам Минниханов МЧС ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пушар машинисен уҫҫисене панӑ5600
-
20 января 2021 - 15:21Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевăн ҫуралнӑ кун паян Пӗрремӗш Президента Рустам Минниханов саламласа ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ5900
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр6500
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.6000
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ40000
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.105100
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ20900
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи яла выльӑхсен урнӑ чирне пула карантина хупнă Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ17001
-
18 января 2021 - 11:12Антителосем иккӗмӗш эрнерен тухӗҫ Тутарстанра коронавирусран йышлӑн вакцинацилес тапхӑр пуҫланнӑ13600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика