Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Газманов юрланине паян тӳлевсӗрех курма пулать

Сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче, суйлав кунӗсенче, Хусанта культура программи пуян. Çак кунсенче халăх валли йӗркеленӗ мероприятисен шучӗ те çук. Кун пирки «Татар-информ» Информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Искандерович Абзалов каласа пачӗ.

Паян, суйлавăн юлашки кунӗнче, Хусанта мӗнле мероприятисем иртеççӗ-ха? «Тутлă Хусан» апат-çимӗç фестивалӗ малалла тăсăлать. Унта тӗнчери 50 тӗрлӗ халăх апатне тутанса пăхма, шеф-поварсем йӗркеленӗ мастер-классене хутшăнма май пур. Палăртса хăвармалла, ку фестивале хусансем тата тӗп хула хăнисем питӗ килӗштереççӗ, çын нумай пырса курнă ӗнтӗ унта.

Кунсăр пуçне Дербышки поселокӗнче ача-пăча валли уяв йӗркеленӗ. Урицкий ячӗллӗ паркра Булакри çамрăксен театрӗ спектакль кăтартать. Кабан кӳлли хӗрринче Камал ячӗллӗ театрăн оркестрӗн концерчӗ пулать.

Профсоюзная урамӗнче йӗркеленӗ çамрăксен фестивалӗнче те нумай интересли кӗтет яш-кӗрӗме.

14.00 сехетре вара «Ак Барс-Арена» стадионра пысăк концерт пуçланать. Унта Тутарстанăн паллă юрăçисене Гузель Уразовăна, Фирдус Тямаева, Салават Фатхутдинова курма пулӗ. Çавăн пекех Мускавран та çăлтăрсем килеççӗ: Uma2rman, Filatov&Karas ушкăнсем, Мот рэпер тата  Раççей халăх артисчӗ Олег Газманов. 22.00 сехетчен тăсăлакан концерт хыççăн салют пулать.

Аса илтеретпӗр: ку мероприятисене суйлав участокӗсенче сасăланă хыççăн панă «Я проголосовал» тесе çырнă браслетсемпе тӳлевсӗрех кӗме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев