Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Кульев: «Маншăн литература – аслă та асамлă, илемлӗ те илӗртӳллӗ хăйне уйрăм тӗнче».

Олег Кульев çыравçă тата редактор Чăваш Енри Çӗмӗрле районӗнчи Уйпуç Ялтăра ялӗнче çуралнă. Юманайӗнчи вăтам шкултан тата Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Теччӗри педагогика училищинче преподаватель, «Паянтан» хаçатра корреспондент, ЧР Вӗренӳ институтӗнче наука ӗçченӗ, редактор пулса тăрăшнă. 2001 – 2003 çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче вӗренӳпе методика литературин пайӗнче аслă редакторта ӗçленӗ.

Олег Кульев çыравçă тата редактор Чăваш Енри Çӗмӗрле районӗнчи Уйпуç Ялтăра ялӗнче çуралнă. Юманайӗнчи вăтам шкултан тата Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Теччӗри педагогика училищинче преподаватель, «Паянтан» хаçатра корреспондент, ЧР Вӗренӳ институтӗнче наука ӗçченӗ, редактор пулса тăрăшнă. 2001 – 2003 çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче вӗренӳпе методика литературин пайӗнче аслă редакторта ӗçленӗ.
О.Г.Кульевăн тӗп специальноçӗ – редактор. 1992 çултанпа вăл «Халăх шкулӗ» журналта çак енӗпе вăй хурать. Журналти статьясемпе вӗренӳ кӗнекисене редакциленисӗр пуçне хăй те çырать. 20 яхăн кӗнеке авторӗ, ытларахăшӗ – шкулта усă курмаллисем: учебниксем, килти вулав кӗнекисем, ӗç тетрачӗсем. Юлашки вăхăтра литература анинче те тăрăшать. 2017 çулта унăн «Çулсем иртнӗçемӗн» юрă пуххи (Юрий Кудаковпа пӗрле) кун çути курчӗ. 2018 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче В.Сухомлинский калавӗсене чăвашла куçарса «Наян минтер» ятпа кăларчӗ. Нумай пулмасть вара пӗчӗк вулакансене «Айван автан» сăвă пуххи парнелерӗ.
О.Г.Кульев 1995 çултанпа Раççей Журналистсен союзӗнче тăрать, 2020 çултанпа – Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗнче.

 

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Маншăн литература – аслă та асамлă, илемлӗ те илӗртӳллӗ хăйне уйрăм тӗнче. Вăл эпир пурăнакан чăн тӗнчене аса илтерет, анчах та çак ик тӗнче хушшинче пӗртанлăх палли лартма çук.
Литература – пайăр çын ăс-тăнӗнче, чунӗнче çуралнă тӗнче. Унта тӗпре – автор тӗнчекурăмӗ, кăмăл-туйăмӗ. Эсӗ çав тӗнчене вулакан пек пырса кӗрсе, хатӗррине илсе ăс-хакăлна, чун-чӗрӳне пуянлатма пултаратăн. Çав вăхăтрах ку асамлă тӗнчене çыравçă, автор пек те утса кӗме пултаратăн, вара пултарулăху çитнӗ таран ăна пуянлататăн. Маншăн икӗ çулӗ те пӗлтерӗшлӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Илем патне туртăнни. Тăван чӗлхе хăватне туйса илес тата алла илес тени. Чăн литература – эстетика законӗсем çине таянса çырнă хайлавсен пуххи. Пушă хайлавсем мар, çын ăс-тăнне, чунне хускатаканнисем нумайланччăр тесен авторăн хăйӗн те ăсӗпе пуян, чӗлхипе çивӗч пулмалла. Апла-тăк, ӗмӗр пурăн – ӗмӗр вӗрен. Çырнăçемӗн тӗнче уçăлса пырать, анчах мӗн çырнине пӗтӗмпех тӗнче умне кăларма васкамалла мар.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Вӗсем темиçе. Хальхи поэтсене илес пулсан пуринчен ытла Петӗр Яккусен пултарулăхне кăмăллатăп: чăн-чăн поэзи тӗслӗхӗ. Марина Карягинăн экспериментлă поэзийӗнче те хамшăн кăсăклине тупатăп. Нумаях пулмать Василий Кервен сонечӗсемпе паллашрăм: шухăшӗ те тарăн, рифмисем те янравлă.
Прозаиксенчен Юрий Скворцов, Николай Мартынов çырнисем илӗртеççӗ. Халӗ хайлакансенчен Арсений Тарасов, Анатолий Хмыт, Надежда Ильина, Альбина Мышкина ячӗсене асăнас килет.
– Юратнă кӗнеке.
– Ун пек кӗнекесем нумай, уйăрса калаймастăп. Маншăн содержанийӗпе интереслӗ, профессиллӗ шайра кăларнă кашни кӗнеке хаклă.
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Ахăртнех, Çеçпӗл Мишшипе. Эпир унпа пӗр кунта çуралнă, характерта та, биографире те пӗрпеклӗхсем пур. Пирӗн калаçмалли тупăнатчех ӗнтӗ.
– Пурнăç девизӗ.
– Тавралăха илемпе тултар. Ӗмӗр тăршшӗпе редакторта ӗçлесе эпӗ пӗр япалана ăнлантăм: пирӗн кашнин çак çӗр çинче пурăннă чух хамăр тавралăх лайăхрах, хăтлăрах, илемлӗрех пултăр тесе тăрăшмалла. Çакна тӗрлӗ майпа тума пулать: çӗнӗ çурт лартатăн-и эсӗ е çӗнӗ спектакль, çӗнӗ çул хыватăн-и е çӗнӗ юрă – ку пӗлтерӗшлӗ мар.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Хам мӗн çырнипе кама та пулин паллаштарма васкамастăп. Алçырăвăн «сивӗнмелле», çавăнпа та вăл ман сӗтел сунтăхӗнче эрне те, уйăх та выртма пултарать. Кайран тепӗр хут вуласа тухатăп, çитменлӗхсем пур-тăк – тӳрлететӗп, килӗшмесен – пăрахăçлатăп. Ачасем валли çырнă сăвăсене малтан хӗрӗмпе ывăлăм çинче «тӗрӗслесе пăхнă», вӗренӳ кӗнекисене – паллах, шкул ачисем çинче.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература