Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Олег Мустаев пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ...

Паян сасартăк Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗн Олег Николаевич Мустаевăн чӗри тапма чарăннă. Чăваш тӗнчишӗн ку калама çук пысăк çухату. Тухтăрсен хуравӗ кӗске – тромб.

Олег Мустаев 1965 çулта раштавăн 4-мӗшӗнче Елчӗк районне кӗрекен Çӗнӗ Эйпӗç ялӗнче çуралнă. Лаш-Таяпари вăтам шкула пӗтерсен Н.И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ. Студент çулӗсенче спортпа аппаланнă, 1988 çулта вăл çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерӗ пулса тăрать.

1989 çулта Олег Мустаева Ульяновск облаçӗн телерадио комитетне «Еткер» телепередачăна ертсе пыма йыхравлаççӗ. Çав передачăсенче вăл тăван чӗлхе аталанăвне, чăвашсен культурине, халăх йăли-йӗркине пысăк тимлӗх уйăратчӗ. Çак вăхăтранпа Олег Мустаев Чӗмпӗр чăвашӗсен общество ӗçне хастар хутшăнма тытăнать.  Ульяновск облаçӗнчи «Волга» ПТРК-ри наци программисен тӗп редакторӗ пулнă май, Олег Мустаев чăваш культурине пропагандăлас, халăхсем хушшинче килӗшӳ пултăр тесе нумай ӗç турӗ. Вăл Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ тата Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.  

Унăн тăван халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçӗсене хисеплесе пӗтерме çук. Нумай çыншăн Олег Мустаев чăвашлăха аталантарас ӗçри чӗрӗ тӗслӗх пулчӗ. Шел, ытла ир кайрӗ вăл пиртен уйрăлса. Тăванӗсемпе пӗрле хурланатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Питӗ кӑмӑллӑ ҫинчӗ. Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр!

    • аватар Без имени

      0

      0

      Очень жаль,хороший был человек, Олег ,прощай, Царствие Тебе Небесное!

      • аватар Без имени

        0

        0

        Шел... Йывар тапри самал пултар.

        • аватар Без имени

          0

          0

          Йывӑр Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр шель ҫемисе хухӑ вӑл яланах курӑнмасӑр килет.