Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев министрсене улӑштарма тытӑнчӗ

Палӑртнӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме ӑна амбициллӗ профессионалсем кирли сисӗнет

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Министрсен Кабинетне улшӑнусем кӗртнӗ. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрне Роза Лизаковӑна, ӗҫ килӗшӗвӗн срокӗ тухнипе ӗҫрен кӑларнӑ. Лизакова ЧР Культура министерствине 2020 ҫулхи февральтен иккӗмӗш хут ертсе пыма тытӑнчӗ. Маларах вӑл ҫак вырӑна 2008-2012 ҫулсенче йышӑннӑччӗ.

Роза Лизакова вырӑнне министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама ЧР Пуҫлӑхӗ Светлана Каликовӑна лартрӗ. Светлана Каликова ҫак вӑхӑтчен Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пыратчӗ. Маларах вӑл Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗнче ӗҫлерӗ.
Олег Николаевӑн тепӗр Указӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрне те улӑштараҫҫӗ. Сергей Яковлев вырӑнне министр тивӗҫӗсене Алла Салаева вице-премьер ертсе пырӗ.

cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗксем тата скриншотсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Как тата