Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев парти кандидачӗ мар

"Эпӗ суйлава самовыдвиженец пек хутшӑнас терӗм", – тесе каланӑ вӑл район пуҫлӑхӗсене.

Июнӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 41-мӗш сессийӗн II тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Республика парламенчӗ регион Пуҫлӑхӗн суйлавӗн кунне палӑртнӑ. Вӑл 2020 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче пулать.
Ӗнер, районсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ чухне Олег Николаев хӑйӗн кандидатурине ҫак суйлава самовыдвиженец пек тӑратасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫак хыпара сенсациллӗ теме ҫук. Мускав унӑн кандидатурине ырланӑ, Путин хӑй Указӗпе лартнӑ ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама. "Справедливая Россия" партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫинчен те Николаев тухса ӗлкӗрчӗ. Ҫакӑ республикӑри единороссен йышне ун майлӑ ҫавӑрать тесе шутлатпӑр. Экономикӑри лару-тӑру коронавирус пандемиине пула тата кӑткӑсланчӗ. Кун пек чухне суйлав камшӑн та ҫӑмӑл иртмест. Апла пулин те Олег Алексеевич суйлав умӗнхи гонкӑн фаворичӗ пулса юлать.
"Эпӗ суйлава самовыдвиженец пек хутшӑнас терӗм, – пӗлтернӗ Николаев муниципалитетсен ертӳҫисене. – Ҫакнашкал майпа хутшӑнни Чӑваш Республикинчи мӗн пур конструктивлӑ вӑйсене, ҫав шутра политика партийӗсене те пӗрлештерессе шанас килет. Эпир сирӗнпе нумай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса республикӑри лару-тӑрӑва хӑвӑрт улӑштарма пултарӑпӑр".
Мӗнех, вӑхӑт кӑтартать, тивӗҫлӗ-и вӑл республика Пуҫлӑхӗ пулма?
Игнатьевӑннипе танлаштарсан, Николаев пуплевӗ виҫеллӗ, ытлашши сӑмах ҫук унта. Сӑмахсене те кӑшкӑрса каламасть. Халӗ ӑна хирӗҫ кама тӑратни пурне те интереслентерет пулӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев