Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев Пуҫлӑха ларчӗ

"Справедливая Россия" парти фракцийӗн ертӳҫи Сергей Миронов Олег Николаева шупӑр тӑхӑнтартрӗ. Республика ертӳҫине килӗшет ылтӑнпа тӗрленӗ турхан тумӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн инаугурацийӗ Чӑваш  патшалӑх Оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Залри ҫынсене пӗр вырӑн урлӑ лартса тухрӗҫ. Журналистсен вырӑнӗ уйрӑм, вӗсен валли пресс-площадка йӗркеленӗ.
Инаугурации процедури регламентпа ҫур сехет иртмелле.
Хӑнасен хушшинче Олег Машковцев, Николай Фёдоров, Вячеслав Тимченко, Сергей Миронов, Алексей Журавлев, Анатолий Аксаков, Вадим Николаев, Алёна Аршинова, Николай Малов, Игорь Моляков, Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, предприятисен ертӳҫисем, тӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем. Тутарстан Республикинчен хисеплӗ хӑнасен хушшинче ТР вице-премьерӗ Василь Шайхразиев пурччӗ.
Малтан сӑмах ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова сӑмах илчӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнас церемони пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Сцена ҫине арҫынсемпе хӗрарӑмсен хорӗ вырнаҫрӗ.
ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пухӑннисене сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе тунӑ ТСК йышӑнӑвне пӗлтерчӗ. ЧР Пуҫлӑхӗн суйлавӗсенче
386436 сасӑ пуҫтарса Олег Алексеевич Николаев ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтерчӗ, ку вӑл пӗтӗм сасӑлакансен 75,34 проценчӗ. Йывӑр, тавлашуллӑ вӑхӑтра халӑх Николаева ӗненчӗ, ӑна республикӑна ертсе пыма шанчӗ.
Зала Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн штандартне, ЧР тата РФ Патшалӑх ялавӗсене илсе кӗчӗҫ, унтан Раҫҫейпе Чӑваш Ен Конституцийӗсене. Вӗсем ҫине сылтӑм аллине хурса Пуҫлӑх малтан тупа турӗ. Ун сӑмахӗ малтан чӑвашла, унтан вырӑсла пулчӗ.
Кӗскен, ӗҫпе, тӗплӗн. Икӗ конституци-тӗк, икӗ гимн янӑрарӗ.
РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Олег Машковцев сӑмах каланӑ хыҫҫӑн Николай Фёдоров саламларӗ Пуҫлӑха. Пӗрремӗш Президент иртнине аса илмесӗр хӑвармарӗ. Республика ертӳҫи умӗнче ун чухне те, халӗ те йывӑрлӑх сахал мар. Ҫапах Чӑваш Ен ятлӑ карапӑн капитанӗн ҫил тӑвӑла та, рифсене те хатӗр пулмалла. Николай Фёдоров сӑмахӗсемпе, республикӑн малалла каймалли, ҫитӗнӳсем тумалли, ҫӗршыв умӗнче тӗслӗх пулмалли хӑват пур.
РФ Патшалӑх Думинчи "Справедливая Россия" парти фракцийӗн ертӳҫи Сергей Миронов Олег Николаева шупӑр тӑхӑнтартрӗ. Республика ертӳҫине килӗшет ылтӑнпа тӗрленӗ турхан тумӗ.
Савватий митрополит та пил пачӗ. Республикӑри тӗп пачӑшкӑ тап таса чӑвашла саламлани чӗрене ҫупа сӗрнӗ пекех туйӑнчӗ. Вӑл Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархӗн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. Ҫавӑн пекех Чиркӳ хӑй ҫине социаллӑ яваплӑхӑн пайне илесси пирки те пӗлтерчӗ чӑваш митрополичӗ. Чӑваш Республикинчи муфтий Албир Крганов Олег Николаева коран парнелерӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен инаугурацине лайӑх паллӑ парса хаклама пулать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X