Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев сӑмахӗ Николай Угаслова килӗшнӗ

Чăваш кĕнекисене нумайрах пичетлесе халăх патне, уйрăмах шкул ачисем патне çитересси çинчен калани чуна çывăх пулчĕ

  Ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне ҫырупа тухнӑ. Мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата Ӗҫтӑвком председателӗ Анатолий Ухтияров та хутшӑннӑ, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби.

"Мана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев программинче уйрăмах тăван, чăваш чĕлхине аталантарасси, чăваш кĕнекисене нумайрах пичетлесе халăх патне, уйрăмах шкул ачисем патне çитересси çинчен калани чуна çывăх пулчĕ.  

Олег Николаев малашне те чăваш тĕррине тимлĕх уйăрмаллине, ку енĕпе тĕрлĕ ĕç-пуç нумай йĕркелемеллине палăртрĕ. Хам строитель пулнă май, культура тата социаллă объектсене нумай хăпартмалли пирки калани те килĕшрĕ. Кашни çыншăн хӑйӗн хăтлă çуртĕнче пурăнасси тĕп вырăн йышăнать. Ку енĕпе те Республика Пуçлăхĕ нумай чарăнса тăчĕ, уйрăм çынсем валли çуртсемпе хваттерсем тăвассине тата та аталантармаллине палăртрĕ. Хамăр енчен çакна тума майсем пĕтĕмпех пуррине, эпир ĕçлеме хатĕррине тата пирĕн ку енĕпе пӗлӳ нумай пулнине пĕлтеретпĕр. Тăрăшса ĕçлени нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çитес вăхăтра çуртсемпе, хваттерсемпе тивĕçтерме май парĕ",– тенӗ Николай Угаслов Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ҫырӑвне комментарилесе.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев