Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев та юрă марафонне хутшăннă

Вӗсем те пирӗн пек çынсемех

Кăçалхи Çӗнтерӳ уявне эпир нумайччен асăнăпăр тесе шутлатăп. Вăл ытти майăн тăххăрмӗшӗсенчен самай уйрăлса тăнипе те, юбилейлă пулнипе те, парадсемсӗр иртнипе те асра юлӗ. Тӗнчере вирус алхаснă вăхăта лекрӗ вӗт пирӗн чи пысăк уяв. 

Çапах çынсем çӗнтерӳçӗсене асăнмалли çӗнӗ меслетсем шутласа тупрӗç. Интернетри «Вилӗмсӗр полк», «Çӗнтерӳ юррисен марафонӗ», «Асăну çурти» тата ытти те. Лев Лещенко уçнă чӳререн карăнса юрланине урăх чух тата хăçан кураттăмăрччӗ-ха? 
Ахаль çынсем те, пуçлăхсем те палăрчӗç кӗтнӗ уявра. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николоаев та хутшăннă юрă марафонне. Вăл «День Победы» юррăн чăвашла куçарнă вариантне юрланине хăйӗн инстаграммри страницине лартнă. https://www.instagram.com/p/B_-P-FTAfNW/
Çавăн пек шайри ертӳçӗ ыттисем пекех ахаль кăна юрланине халиччен курманччӗ. Кăмăллă

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев