Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаев Владимир Путинпа калаҫнӑ

"Эсир лартнӑ ыйтусем, паллах, ҫивӗч. Эпӗ сире пулӑшма тӑрӑшатӑп", – тесе каланӑ юлашкинчен Владимир Путин

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Олег Николаев ҫӗршыв Президентне Владимир Путина регионри лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ. 

Видеоконференци вӑхӑтӗнче сӑмах республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвӗ пирки пынӑ, ҫав шутра ӗҫсӗрлӗхе, COVID-19па ҫыхӑннӑ санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне те сӳтсе явнӑ.
Проблемӑсем нумай. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Президента Шупашкарти транспорт проблеми ҫивӗч пулнине пӗлтернӗ, ӑна татса пама шӗкӗр хулара виҫҫӗмӗш транспорт унки тумалла.
Чӑваш Ен ертӳҫи республикӑн кӑнтӑрӗнчи районсенче пурӑнакансене ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтерес тесе тума тытӑннӑ водовода туса пӗтерме пулӑшма ыйтнӑ.
Сывлӑх сыхлав лару-тӑрӑвне те хускатнӑ калаҫура. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене ҫӗнӗ инфекци центрӗ кирлӗ. Республикӑри клинка больницине те ҫӗнетӳ кирлӗ.
"Эсир лартнӑ ыйтусем, паллах, ҫивӗч. Эпӗ сире пулӑшма тӑрӑшатӑп", – тесе каланӑ юлашкинчен Владимир Путин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев