Ольга ВАСИЛЬЕВА: «ЭПӖ АЧАСЕМ ВАЛЛИ ÇЫРАМ-ХА ТЕСЕ НИХĂÇАН ТА ТӖЛЛЕВ ЛАРТМАН…»
Пӗрре те çăмăл мар çамрăк вулаканăн чунне пӗрремӗш сăмахранах тыткăнлама: ăна валли хăвăн та ача чунӗллӗ пулмалла
Кӗнеке – этемлӗхӗн чи пысăк пуянлăхӗ. Анчах çакна ăна хисеплекен, унăн хăватне туякан çеç пӗлет. Мӗн пӗчӗкрен вуласа ӳсекен ачасем тавçăруллăрах, вӗсен тавракурăмӗ анлăрах тесе ахальтен палăртмаççӗ тӗпчевçӗсем. Çыравçăсемпе куçаруçăсем, ӳнерçӗсемпе дизайнерсем, редакторсемпе корректорсем те – ăраскаллă çынсем, мӗншӗн тесен вӗсем кăларăм мӗнлерех çуралнине кураççӗ. Ачасем валли кӗнеке хатӗрлесе кăларакансем вара пушшех телейлӗрех пуль. Вӗсем çут тӗнчене ырăрах та илемлӗрех тăвассишӗн тăрăшаççӗ. Вӗсен йышне Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăча литературин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова та (литературăри псевдонимӗ – Ольга Васильева) кӗрет. Авăн уйăхӗн 10-12-мӗшӗсенче вăл Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшăнчӗ. Ольга Леонидовна пире ача-пăча литературин тӗнче шайӗнчи мероприятийӗ çинчен тӗплӗнрех каласа пама кăмăл турӗ.
– Пӗлтӗр сирӗн ятăра Ача-пăча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY-2020 Хисеплӗ списокне кӗртрӗç. Кăçал эсир 37-мӗш Конгреса хутшăнма тивӗç пултăр. Çак пысăк чыса çӗнсе илме йывăр пулчӗ-и? «Мӗнле лекнӗ эсир унта?» – текен ыйту чылайăшне кăсăклантарать пулӗ.
– Чăнах та, 2020 çулта «Юхать çăлкуç…» кӗнекем Пӗтӗм тӗнчери ача-пăча литературин канашӗн Хисеплӗ списокне кӗчӗ. Анчах ку ӗç чылай маларах пуçланнă. 2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствине Раççейри Ача-пăча кӗнекин канашӗнчен çыру килчӗ. Унта чăваш авторне IBBY Хисеплӗ дипломне пама йышăннине, вăхăта тăсмасăр 2018 – 2019 çулсенче пичетленнӗ кӗнекесене палăртса яма ыйтнă. Манăн кӗнеке шăпах 2018 çулта тухнă. Издательство тăратнă списока тӗпченӗ хыççăн вӗсем «Юхать çăлкуç…» çӗнтернине пӗлтерчӗç. Çав тапхăртан RBBY (Раççейри Ача-пăча кӗнекин канашӗ) ӗç тăвакан директорӗпе çыру çӳретме пуçларăмăр: кăларăма тата акăлчанла çырнă анкетăна юпа уйăхӗн 1-мӗшӗччен IBBY Секретариатне Швейцарие çитермеллеччӗ. Календарь çинче – авăн уйăхӗн 23-мӗшӗ, вăхăт сахал. Ун чухне хамăн кӗнекене ăçта янине те ăнланмарăм, çӗнтернӗ пулсан – çитермелле. Юрать, акăлчан чӗлхине пӗлни пулăшрӗ, унсăрăн куçаруçа йăлăхтарса çитереттӗмччӗ пуль. Çав самантран IBBYн Вырăс секцийӗн ӗç тăвакан директорӗ Людмила Чижова маншăн çывăх çын пулса тăчӗ. Халӗ те чун-чӗререн тав тăватăп ăна.
RBBY сайтӗнче кӗнеке хуплашкине, сăнӳкерчӗке тата авторпа кăларăмӗ çинчен информаци лартрӗç. «Ытлашши сăпайлă эс, питӗ кӗске çырнă хăв çинчен», – терӗ Людмила Владимировна. «Анкетăра ыйтнă пек хатӗрлерӗм – 300 сăмахран ытла мар», – хуравларăм эпӗ. «Сан çинчен хамăр сайтра туллирех çырса кăларас тесе интернетра информаци чылай шырама тиврӗ».
Çавăн чухне Раççейри Ача-пăча кӗнекин канашӗн сайтне уçса пăхрăм: Раççейрен Хисеплӗ диплома тăваттăн тивӗçнӗ: Нина Дашевская тата эпӗ (çыравçăсем), Ольга Дробот (куçаруçă), Ольга Монина (ӳнерçӗ). Вуларăм, савăнтăм та… кӗçех ун çинчен мансах кайнă. Хальхи ăс-тăнпа каялла çаврăнса пăхатăп та, ун чухне çав номинаци, Конгресс пӗлтерӗшне ăнланман. Пулнă-иртнӗ тенӗ пек йышăннă. Ытла айван-çке. Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен библиотеки вара ун сумне лайăх ăнланать: IBBY Хисеплӗ дипломне тивӗçнӗ номинантсен списокне хатӗрлесе пырать-çке. 2020 çулта списока эпӗ те лекнине пӗлсен вӗсем тӗлӗнсе кайнă, мӗншӗн тесен çав вулавăша çемйипех çӳретпӗр, эпӗ унта тӗрлӗ мероприятие хутшăнатăп. Библиотекарьсем саламласан: «Эс мӗншӗн шăп-шăпăрт çӳретӗн?» – тенӗччӗ. «Дипломне алла илмен те – ӗненсе пӗтерейместӗп», – хуравланăччӗ эпӗ. Хăшӗ-пӗри хытă тӗлӗннӗ: «Мӗнле лекнӗ эс унта?» – тенине те, «Çав список сана мӗн парать?» – тесе каланине те илтнӗ. Халӗ, IBBYн 37-мӗш Конгресӗнче пулнă хыççăн, çапла калама пултаратăп: ача-пăча литературине малалла аталантарма çӗнӗ майсем туса парать, чăваш ача-пăча кӗнеки умӗнчи яваплăха ӳстерет.
– Мӗнле мероприятисемпе асра юлчӗ конгресс? Уйрăмах асра юлнă тӗлпулусем çинчен каласа парсамăр.
– Кашни икӗ çулта IBBY Конгресӗ иртет, унта ача-пăча литературине малалла аталантарас, кӗнекесене ачасем патне çитерме майсем туса парас, вулав культурине çӳллӗ шая çӗклес тата ытти çивӗч ыйтăва пăхса тухаççӗ. Кăçалхи, тӗрӗссипе, 2020 çулта пулмаллаччӗ, коронавируса пула куçарчӗç, IBBYн 37-мӗш Конгресӗ пӗрремӗш хут Мускавра пулчӗ, ăна Раççейри Ача-пăча кӗнекин канашӗ тата Раççейри патшалăх ача-пăча библиотеки икӗ мелпе – онлайн тата in-person (хăв хутшăнса) форматсемпе – ирттерчӗç. Виçӗ куна пычӗ Конгресс, çав вăхăтра параллельлӗ сакăр секци ӗçлерӗ, 1000 библиотекăпа институт интернет урлă çыхăнса вӗсен ӗç-хӗлне сăнарӗ. Хăнасем 30 ытла çӗршывран килсе çитнӗ, пӗтӗмпе 50 ытла патшалăх хутшăннă.
Асра юлнă тӗлпулу чылай. Авăн уйăхӗн 11-мӗшӗ IBBY Конгресӗн чи хӗрӳ кунӗ пулчӗ: ун чухне нумай секци ӗçлерӗ. Манăн 15.30 сехетре «Этнокультура тата мультилингвизм. Наци чӗлхисемпе тухакан литература» секцире тухса калаçмалла. Кăнтăрла иртсен Хисеплӗ списока кӗнӗ номинантсене чыслас уяв пуçланать. Диплом илекенсен шутӗнче эпӗ те пур. Раççей – нумай нациллӗ çӗршыв, çавăнпа та тăватă номинанта палăртать: ӳнерçӗ, куçаруçă, вырăс тата наци çыравçисем. Кашнинче – урăх наци писателӗ. 2018 çулта çак хисеплӗ ята Евдокия Иринцеева-Огдо якут çыравçи тивӗçнӗ, 2020 çулта – эпӗ.
Чи малтанах экран çинче 2020 çулхи пур номинанта та кӗнекисемпе пӗрле кăтартса паллаштарчӗç, унтан IBBY ӗç тăвакан директорӗ Лиз Пейдж диплом парса чыслама пуçларӗ: пилӗк-ултă çынна саламланă хыççăн пурте пӗрле сăн ӳкерӗнеççӗ, Лиз Пейдж кăшт айккине пăрăнать. Пӗр ушкăн анчӗ сцена çинчен, тепӗр ушкăн. Кашнинче «Ольга» тата «Раççей» тенине илтсен чӗре карт тăвать. Унтан вăл акăлчанла: «Пурне те саламларăм-и?» – тесе ыйтнă, эпӗ, сцена çине тухса тăма хатӗрскер, хумханнипе ун сăмахӗсене хăлхана чикмен. «Церемони вӗçленчӗ, пурне те тавтапуç», – тенине илтрӗм те çухалса кайрăм. «Мана диплом памаççӗ-им?» – тесе ун-кун пăхкалатăп. Мӗн тумалла халь? Те ыттисемпе пӗрле тухса утмалла залран, те кăшт кӗтмелле. Юрать, ман секци ертӳçи Людмила Чижова пăтăрмах сиксе тухнине тавçăрса илчӗ те тӳрех Лиз Пейдж патне пычӗ, кӗç мана сцена çине чӗнчӗç. Лиз каçару ыйтрӗ, диплома тыттарчӗ те асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗ. Урăх никампа та уйрăм ӳкерӗнмен вăл. Тӗрлӗ туйăм хуçаланчӗ çав самантра: савăнăç, хумхану, çухалса кайни. Хамăн дипломах пачӗç-ши тесе уçса пăхрăм. Мана çеç мар, Чăваш кӗнеке издательствине асăнни уйрăмах савăнтарчӗ. Издательство йышӗн ӗç-хӗлне пысăка хурса хаклани те ку.
Доклада вуланă хыççăн каçхи апата Пашков çуртне илсе кайрӗç. XXI ӗмӗртен XVIII ӗмӗрти бала лекнӗнех туйрăм хама: пуканӗсем – кантăкран, сӗтел тулли апат-çимӗç, пӗрне илсен пӗтӗмпех турилккерен персе анассăн туйăнать, официанчӗсем апатне çăвара хурса паманни кăна. Эпех-ши кунта, тӗлӗкре мар-ши тесе тӗлӗнсе лартăм малтанах. Кайран хăнăхрăм. Çак кун нихçанхинчен ытларах ывăнса таврăнтăм хăна çуртне.
– Мускава пуçтарăннă май хăвăр ума мӗнле тӗллевсем лартрăр?
– Чи кирли – чăваш ятне ярас марччӗ, ют чӗлхепе чăваш халăхӗн, чӗлхин пуянлăхне тата хăйне евӗрлӗхне тӗрӗс уçса пама пултарасчӗ, Чăваш Республики çинчен ытти çӗршыв çыннисене каласа параясчӗ. Халь, каялла таврăннă хыççăн, пӗтӗмпех йӗркеллӗ каласа-кăтартса пама пултартăм пек туйăнать.
– Писательсем, художниксем, куçаруçăсем Конгреса тӗрлӗ çӗршывран килнӗ. Вӗсемпе еплерех хутшăнтăр, чӗлхе йывăрлăхӗ тухса тăмарӗ-и?
– Конгресра икӗ чӗлхе тӗпре пулчӗ – вырăс тата акăлчан. Калаçусем, çавра сӗтелсем, презентацисем акăлчанла иртрӗç. Çав вăхăтрах ытти чӗлхе те – испан, китай – янăрарӗ. Мероприятире кашни секцире е залра ятарлă наушниксем параççӗ: пульчӗ çинчи кнопкăна пусатăн та сăмах мӗн çинчен пынине тӳрех пилӗк чӗлхепе куçарса панине итлеме пулать: вырăсла, акăлчанла, арабла, испанла е китайла. Анчах тăхтав вăхăтӗнче куçа-куçăн пупленӗ чухне наушник тăхăнса калаçаймастăн. Ун чухне акăлчан чӗлхи пӗлни кирлӗ пулчӗ. Конгресра Чилирен, Данирен, Палестинăран, Словенирен, Молдавирен килнӗ çыравçăсемпе тата вулавăш ӗçченӗсемпе хутшăнтăм, вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ, пултарулăхӗ çинчен ыйтса пӗлтӗм, тăван республика çинчен каласа патăм.
– Ача-пăча литератури тӗрлӗ çӗршывра мӗнлерех аталаннă-ши?
– Конгресра тӗрлӗ çӗршыври ача-пăча литературипе паллашрăм. Палестинăран онлайн мелӗпе çыхăннă Ханда Хармăн сăмахӗсем чӗрене пырса тиврӗç: «Ача-пăча литератури тӗнчере кирек мӗнле çӗршывăн та пӗр пек теççӗ. Эпӗ кунпа килӗшместӗп. Тӗрлӗ çӗрти литература ниепле те пӗр пек пулма пултараймасть. Палестина ачисем вăрçă лару-тăрăвӗнче пурăнаççӗ, вӗсене арестлеççӗ, вӗлереççӗ, ашшӗ-амăшӗсӗр тăрса юлаççӗ, шкулӗсене, килӗсене сирпӗтеççӗ. Кӗнеке вӗсемшӗн – чи пысăк савăнăç тата çăлăнăç. Хайлавсемпе паллашсан ачасен куçӗсенче шанчăк çуралать, вӗсем илеме курма пуçлаççӗ».
Çак шухăшах Марит Торнквист ӳнерçӗ тата çыравçă çирӗплетрӗ. Вăл Иран çӗршывӗнче бомба хӳтлӗхӗнче пытанса ларакан ачасем патне кӗнекесем илсе пынă, вулассине аталантаракан ятарлă программа хатӗрленӗ. Ачасене хăйсене пӗр-пӗр истори шухăшласа кăларса ăна каласа пама çеç мар, ӳкерсе пама та ыйтнă. Кăçал ăна IBBY-iRead премине парса чысларӗç. Пӗррехинче вăл Палестинăра пӗр хӗрарăм бомба хӳтлӗхӗнче хăраса ларакан ачасем патне пӗр чăматан кӗнеке илсе пырса панине курнă.
(Вӗçӗ çитес номерте).
Ольга АВСТРИЙСКАЯ калаçнă.
О.Федорова архивӗнчи
сăнӳкерчӗк.
Çакăн хыççăн хăй те шикленмесӗрех çак ӗçе пуçăннă. «Иран ачисемшӗн кӗнеке вăл – татăлнă ӗмӗтпе шанчăка çыхăнтаракан кӗпер, вăл малалла пурăнма, ӗмӗтленме май парать», – терӗ. Унăн калавне итленӗ чухне куççуль те тухрӗ.
Арменире, сăмахран, 2007 çулта ачасем валли кӗнекесем пачах та пулман. Çулталăкне 10 кӗнеке сутăннă, вӗсем те пулин аслисем валли çырнă философи е наука кӗнекисем. Çавăнпа та, Армен Мартиросян каласа панă тăрăх, вӗсем нимӗç конкурсне тӗпе хурса Вулав олимпиади йӗркелесе янă, халӗ çӗнтерӳçӗсене чаплă парнесемпе чыслаççӗ. Олимпиадăна пуçарсанах вӗсене никамах та пулăшма хапăл пулман. Аптăранипе страхлакан компанирен пулăшу ыйтнă. Лешсем килӗшнӗ. Парне вырăнне çӗнтерӳçӗ ачасен ашшӗ-амăшӗн хваттерне, машинисене, хăйсене страхланă. Конкурс Армени халăхне килӗшсе кайнă. Вулав олимпиади халӗ те тухăçлă ӗçлет, унăн çӗнтерӳçи вара ашшӗпе е амăшӗпе пӗрле Рима кайма пултарать. Çавăнтанпа кӗнеке сутас ӗç те ăнма пуçланă.
Ача-пăча литератури тӗрлӗ актуаллă тема хускатать: ачасем хăйсен пурнăçне татни, килсӗр ачасен пурнăçӗ. Мексика, Америка çыравçисем ачасене çак ыйтусене мӗнле пур, çапла – тӳррӗн, йăвашлатмасăр – çутатса параççӗ. Чилире хайлавсем каласа паракан организаци пур, ăна иккӗн тытса тăраççӗ: Моника Мунисага çыравçă, вӗрентекен тата Хуанита Канела ӳнерçӗ. Вӗсем шурлăхсем епле сарăлни çинчен кӗнекесем кăлараççӗ, ачасене паллаштараççӗ. «Виçӗ кăларăм тухрӗ. Çав кӗнекесене сутса пирӗн организаци тытăнса тăрать», – терӗ Моника.
Камерун çӗршывӗнчен килнӗ Седрик Кристиан Ньинаусси Элонга итлеме кăсăклă пулчӗ: «Африкăри çыравçăсене пӗлсех каймаççӗ, вӗсем вара сахал мар, анчах чылайăшӗ тӗнче шайне тухаймасть. Ытларах вӗсене вырăнти чӗлхепе пичетлеççӗ. Кӗнекесем кăларма хаклă, патшалăх пулăшсах каймасть, çавăнпа та ача-пăча кӗнекисене тупса вулама йывăр. Африкăра тухнă ача-пăча кӗнекисенче ӳкерчӗк сахал, çынсене сайра сăнарлаççӗ, унта та пулин тӗрӗс мар е чӗрчунсене çеç ӳкереççӗ. Пирӗн çӗршыва Францире пичетленнӗ кӗнеке нумай илсе килеççӗ».
Седрик Африкăра ача-пăча кӗнекисене ятарлă мобильлӗ приложенисем урлă аталантарас енӗпе ӗçлет, вулав центрӗсем уçать. 2018 çултанпа «Muna Kalati» журнал кăларса тăрать, вăл çыравçăсем, издательсем тата ача-пăча кӗнеки-журналне илемлетекенсем валли чăн-чăн справочник пулса тăнă. Седрик Камерунта IBBY cекцине йӗркеленӗ, маттур каччă юлашки вăхăтра Африкăра ача-пăча литературине тӗпчесси аталанса пынине, литература премийӗсем нумайланнине палăртрӗ, вӗсенчен пӗри – «Ылтăн баобаб».
– Эсир хăвăр та кӗнеке издательствинче вăй хуратăр. «Самокат» издательствăна çитсе курнă май мӗн тӗлӗнтерчӗ?
– Мускаври IBBY хăнасем валли пуян программа хатӗрленӗ, культура мероприятийӗсем çинчен малтанах çырса пӗлтерчӗç. Камăн ăçта кайса курас килет – малтанах регистрациленмелле. Çапла эпӗ «Самокат» издательствăра пулса куртăм. Çӗнетнӗ илемлӗ кивӗ çуртра вырнаçнă вăл. Унта пултаруллă коллектив ачасемпе çамрăксем валли кӗнекесем хатӗрлет: 80 проценчӗ – хальхи ют çӗршыв авторӗсене куçарнă литература, 20 проценчӗ – вырăнти авторсем. Çулталăк пуçламăшӗнче тӗп редактор ытти çӗршывра мӗнле кӗнеке анлă сарăлнине тишкерет те çав авторсемпе хайлавсене вырăсла куçарса пичетлесси çинчен калаçса татăлать. Хăш куçаруçа парассине хăйсемех палăртаççӗ. «Пирӗн кӗнекесем хаклă çав, çавăнпа та Шупашкарта пысăк лавккасенче çеç тупма пулать вӗсене», – терӗç издательство ӗçченӗсем. «Самокат» хăй патӗнче кӗнекери ӳкерчӗкӗсен куравӗсене ирттерет, вӗсене туянма та пулать. Кӗнекеçӗсем ачасемпе нумай мероприяти йӗркелеççӗ: çыравçăсемпе тӗлпулу, мастер-классем, пӗчӗк спектакльсем лартаççӗ, вăйăсем выляççӗ, кукăльпе сăйлаççӗ, сăмаварти чейпе хăналаççӗ – кӗнекепе пӗчӗкренех туслаштарас тесе чылай тăрăшаççӗ.
– Конгресс хăнисене чăваш кӗнекисем парнелерӗр-и? Мӗнлерех йышăнчӗç вӗсене?
– Мероприятие эпӗ хампа пӗрле темиçе кӗнеке çеç илсе кайрăм. Секци ертӳçисене «Юхать çăлкуç…» тата «Чăваш çӗршывӗпе паллашар-и?» парнелерӗм. «Эпӗ ку кӗнеке çинчен илтнӗ, питӗ тытса пăхас килетчӗ», – хӗпӗртерӗ Людмила Владимировна пирӗн республикăпа паллаштаракан кăларăма курсан. «Кашкăрпа Така» вара Чили, Палестина, Швейцари çӗршывӗнчи ачасем патне «вӗçтерчӗç». «Сирӗн кӗнекесем питӗ илемлӗ, хаваспах хамăр ачасене паллаштарăпăр», – терӗç хăнасем хӗпӗртесе. Чилирен килнӗ Моника Мунисага «Чăваш çӗршывӗпе паллашар-и?» кăларăма та куç хыврӗ. «Эсир вырăсла пӗлместӗр-çке», – тӗлӗнтӗм эпӗ. «Нимех те мар, ман юлташсем хушшинче вырăссем пур, вӗсене куçарса пама ыйтатăп», – йăл кулчӗ вăл.
– Мӗнле темăпа доклад вуларăр?
– «Эпӗ этнокультура тата мультилингвизм. Наци чӗлхипе пичетленекен литература» секцире пултăм. Манăн доклад «Хальхи ача-пăча литературинчи этника компоненчӗсем» ятлă. Унта эпӗ тăван чӗлхе хăйне евӗрлӗхӗ, пуянлăхӗ çинчен каларăм, доклада Петӗр Хусанкайăн «Йыхрав» сăввинчи йӗркесемпе пуçларăм. Хальхи вăхăтра вырăс чӗлхи витӗмӗ уйрăмах пысăк пулнине, çакă радиопа телевидение, интернета пула уйрăмах анлă сарăлнине палăртрăм, çамрăк чăваш çыравçисем хайлавсенче ытларах шалти кăмăл-туйăма, паянхи самана хăйне евӗрлӗхне уçса панине каласа патăм, хамăн пултарулăхпа тата ӗçӗм-хӗлӗмпе паллаштартăм. Мӗн тумалла-ха чӗлхе илемне упраса хăварас тесен? Чи малтанах – пӗр-пӗринпе тăван чӗлхепе хутшăнмалла, çыравçăсен çӗнӗ хайлавсем шăрçаламалла, классиксен кӗнекисемпе паллашмалла.
– Мӗнлерех пулмалла-ши паянхи ача-пăча литературин, еплерех çырмалла шăпăрлансем валли?
– Мӗнле хайлав çырмаллине кашни çыравçă хăй палăртать пулӗ. Ачасене, ман шутпа, чӗрӗ, интереслӗ сюжет кирлӗ, çав вăхăтрах воспитани саманчӗсем те пулччăр. «Юмахсене калав-романран та çырма йывăртарах», – терӗ Якути çыравçи Евдокия Иринцеева-Огдо. Ачасем валли кун пек çырсан та каять, пӗрех ăнланмаççӗ тенине илтме тивнӗччӗ унччен. Ку шухăшпа пачах килӗшместӗп. Кӗнекере пӗчӗк вулаканшăн йывăр, пилӗк-ултă йӗркеллӗ предложенисем, ăнланман сăмахсем пулмалла мар. Вӗсене хивре сюжет, ансат предложенисем кирлӗ, пӗлмен сăмахсене çав страницăрах ăнлантарса памалла. Ку шухăша Казахстан çыравçи Нурсулу Шаймерденова та çирӗплетрӗ. Унсăрăн хальхи ачасем тӳрех кӗнекене айккине хураççӗ те телефон е вăйă тӗнчине путаççӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире ачасем валли çырма?
– Эпӗ ачасем валли çырам-ха тесе нихăçан та тӗллев лартман. Пурнăç ӳкерчӗкӗсем, саманчӗсем кам валли çырмаллине хăйсемех кăтартса параççӗ. Пӗррехинче отпускра вăтам çулхи ачасем валли йытă çинчен калав çырма тӗв турăм. Хамăр ялти йыттăн шăпине тӗпе хурас терӗм. Ун чухне çулла, шăрăх, улмуççи айне вырнаçса лартăм, йытти хамран инçе мар сăнчăрпа чăнкăртаттарса хӗвелтен хӳтлӗх шыраса çӳрет. «Мӗн ӗçлен эс?» – пырса ыйтрӗ манран аслă хӗр. «Çак тăват ураллă тус çинчен калав çырма лартăм-ха». – «Мӗн çыртăн, кăтарт-ха». – «Ак çапларах пуçларăм», – тетраде тăсса патăм, кӗске сюжетне каларăм. «Кам çапла çырать ачасем валли?! Эс кăна хăв çулхисем валли çыратăн вӗт! –тиркесе пӗтерчӗ хӗрӗм. – Ак çапла тусан интереслӗрех пулӗ», – терӗ те ăнлантарма пуçларӗ. Çапла пӗр-пӗринпе тавлашса сюжет йӗрне тупса пӗтертӗмӗр пулас. Çавăнпа ларам та ачасем валли çырам-ха тенипе пур чухне те ӗç пулса пӗтмест. Вӗсен чӗрӗ куçне куратăн та – халех алла ручка тытас килет, анчах пӗрре те çăмăл мар-çке пӗчӗк е çамрăк вулакан чунне пӗрремӗш сăмахранах тыткăнлама. Ăна валли хăвăн та ача чунӗллӗ пулмалла. «Ача кӗнекисене юратас тесен хăвăн та ача пек айкашма пӗлмелле», – тенӗччӗ Конгресра Седрик Кристиан. Çыравçăсене тӳрремӗнех пырса тивет çакă.
– Сирӗн – 2 хӗр. Вӗсем кӗнеке вулама юратаççӗ-и? Мӗнле кăларăмсем кăмăллаççӗ?
– Ачасем кӗнеке вуласа ӳсчӗр тесен чи малтанах хăвăн вуламалла, çемьере кӗнеке хисепре пулмалла. Ачасене хайлавсене сасăпа вуласа памалла. Пӗрре эпӗ Мускавран килнӗ «Детская литература» издательствăн тӗлпулăвӗнче пулнăччӗ. «Ачасене кӗнекене сасăпа вуласа парăр, – терӗ ун чухне тӗп редактор. Пӗчӗк ачасене çеç мар, аслă классенче вӗренекен ывăл-хӗрӗре те. Ашшӗ-амăшӗн сасси вӗсене лăплантарать, сире пӗр-пӗринпе çывăхлатать». Çак сӗнӗве ăша хыврăм. Ача вулавне пысăк тимлӗх уйăрмалла. Самантлăха вӗçертсенех вӗсем кӗнеке вырăнне телефон ярса тытаççӗ. Аслă хӗрӗм вун тăватă çулта, вăл классикăпа (А.Пушкин, Н.Гоголь, М.Горький) паллашать, чӗрчунсем çинчен вулама кăмăллать, Майкл Морпурго кӗнекисене алăран вӗçертмест. Кӗçӗнни вара илемлӗ хуплашкасене курать те çавсене вулавăшран илсе килет. Дейзи Медоуз, Фрауке Шойнеманн кăларăмӗсене вулатчӗ-ха. Ачасем вулакан кăларăмсемпе хам та паллашма тăрăшатăп. Çав автор çырнине вӗсем мӗншӗн кăмăлланине пӗлмелле-çке манăн.
– Эсир телейлӗ çын-и? Сирӗншӗн телей мӗнре?
– Телейлӗ. Телей вăл – пурнăçра, унăн ырă саманчӗсенче: сывлăх пурри, çӗнӗ тӗлпулу, хутшăну, юратнă ӗçе çӳрени, ӗçтешсемпе хутшăнни, çемьери килӗшӳ, сана кӗтекен пуррине туйни, эс мӗнле пур, сана çапла юратни… Хушăран пурнăç мана йывăр шăпаллă çынсемпе тӗл пултарать, ун чухне хам мӗн тери телейлине тата ытларах туйса илетӗп.
– Форум хыççăн хăвăр валли мӗнле пӗтӗмлетӳсем турăр?
– Конгресс мана чи кирлине вӗрентрӗ: Раççейри патшалăх ача-пăча библиотекин ӗçченӗсем, çамрăк хӗрсемпе каччăсем, мӗн тери пысăк та пӗлтерӗшлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерме пултарчӗç, эппин, эпир те туслă йышпа кирек мӗнле йывăрлăха парăнтарма пултарăпăр. Чăваш ача-пăча литературине малалла аталантармалла, ун çинчен ытларах каласа памалла, çамрăк авторсене малалла аталанма, чăвашла хайлавсем çырма хавхалантармалла, пултарнă чухлӗ пулăшмалла. XXI ӗмӗрте хамăр çинчен пӗлтерме чылай мел пур, хайлавӗсене çырма вара чылай чухне вăхăчӗ те, хушăран хавхаланăвӗ те çитмест. Пурпӗр тăрăшмалла. Тăрăшакансене пулăшакансем тупăнаççех.
– Халӗ мӗнле алçырупа ӗçлетӗр, çывăх вăхăтра чăваш ачисем патне мӗнле кăларăм çитӗ?
– Чăваш Енре пурăнакан халăхсен юмах кӗнеки валли иллюстратор ӳкерчӗксем хатӗрлет, Шупашкарпа паллаштаракан илемлӗ кӗнеке те кӗçех тухӗ. Ирина Трифонова алçырăвӗ сӗтел çинче выртать. Вăтам çулхи ачасем валли чӗрчунсем çинчен хатӗрленӗ хайлав пуххи хăйне алла илме куç хӗсет. Сборника кӗнӗ калавран чылайăшӗ – ятарласа çак кăларăм валли хатӗрленисем. Чăваш халапӗсенчи сăнарсемпе паллаштаракан интереслӗ кăларăм та кăçал ачасем патне çитӗ. Арçури, Эсрел, Турă, Пирӗшти тата ытти сăнар çинчен вуласа пӗлме аслисене те кăсăклă пулӗ тетӗп. Тӗнче шайӗнчи мероприятие хутшăнса хавхаланса килнӗ хыççăн пӗтӗмпех тума пултарассăн туйăнать.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ калаçнă.
О.Федорова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев