Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олимпиадӑсенче ҫӗнтерекенсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви 5 предметпа Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсем ирттересшӗн

2021-2022 ҫулсенче министерство ОБЖ, искусство (МХК), технологи, вырӑс чӗлхи, физкультура предмечӗсемпе олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗсене ирттерме заявкӑсем панӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пресс-конференцире пӗлтерчӗ. 

"Пӗрремӗш виҫӗ предметпа калаҫса килӗшрӗмӗр, вырӑс чӗлхипе тата физкультурӑпа РФ Ҫутӗҫ министрӗн йышӑнӑвне кӗтетпӗр. Тутарстанра Раҫҫей шайӗнчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсем ҫулсерен иртеҫҫӗ", – тесе пӗлтерчӗ спикер. 

Хадиуллин сӑмахӗсем тӑрӑх, пӗлтӗрхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен "Вӗрентӳ" наци проекчӗн «Успех каждого ребенка» программипе республикӑра "Сириус" моделӗпе пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене тупса палӑртакан центр уҫӑлнӑ. 

Министр сӑмахӗсемпе, 2019-2020 ҫулсенче 180 пин ытла шкул ачи тӗрлӗ шайри олимпиадӑсене хутшӑннӑ. 2020-2021 ҫулсенче чи лайӑх вӗренекен 400 ача пӗтӗмраҫҫейри олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрне хутшӑннӑ. Вӗсенчен 211-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата призёр ятне илме тивӗҫнӗ. Ҫак кӑтартупа эпир Мускав хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта пыратпӑр. 

2018 ҫулта Тутарстанри шкул ачисем халӑхсем хушшинчи первенствон 17 медальне илнӗ, 2019 ҫулта 24 вӗренекен медалист пулса тӑнӑ. Пӗлтӗр халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен шучӗ 33 ачана ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак кӑтарту 44-па танлашать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X