Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Омбудсмен Хусанта хӑнара

Паян вӑл "Адымнар – путь к знаниям " полилингвальлӗ комплексра тата пӗр суйлав участокӗнче пулса курӗ

Тутарстан ертӳҫисем COVID-19 сарӑлассин хӑрушлӑхӗпе ҫыхӑннӑ пандеми вӑхӑтӗнче адекватлӑ, кирлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Раççей Федерацийӗнчи этем прависемпе Уполномоченнӑй Татьяна Москалькова Хусанти Федераллӑ Университет студенчӗсене каласа панӑ.
"Пандеми малалла тӑсӑлать. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республика халӗ хӑш тапхӑрта пулнине, мӗн тӑвӑннине, мӗнле йывӑрлӑхсем пулнине тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Тутарстан опычӗпе паян ытти регионсем усӑ курни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пандеми вӑхӑтӗнчи плана палӑртнӑ: ку вӑл ҫынсене пулӑшмалли мерӑсен ҫителӗклӗхӗ. Вӗсен шутне эмел, препаратсем, брльницасенчи койкӑ-вырӑнсем кӗреҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен – йышӑннӑ мерӑсен виҫелӗхӗпе адекватлӑхӗ",– тенӗ вӑл.
Омбудсмен палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр республикӑсенче ҫынсем протест митингӗсене тухнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене тӗрӗс мар чарусемпе тӑлланӑ тесе шутланӑ. Ахӑртнех, ҫак регионсенчи право пропаганди ҫынсем патне эпидеми хӑрушлӑхӗ ҫинчен информацие илсе ҫитереймен.
"Тутарстанра ҫак самантсене лайӑх шайра татса панӑ, кунта эпир ыйтура ӑнланулӑх тулли пулнине кура пӑр", – тесе палӑртнӑ Москалькова.
Вӑл студентсене "Раҫҫейӗн правона хӳтӗлес системинче Этем прависемпе уполномоченнӑй институчӗн вырӑнӗпе ролӗ" ятлӑ лекцие вуласа панӑ. Хусана вӑл ТР Этем прависемпе уполномоченныйӑн институчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ тума килнӗ.
Паян вӑл "Адымнар – путь к знаниям " полилингвальлӗ комплексра пулса курӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев