Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Омикрон» нейроковид тата шыçăсем патне илсе çитерме пултарать

Тӳссе ирттернӗ Covid-19, кирек хăш штаммӗ пултăр, нерв системин йывăр чирӗсем патне илсе çитерме пултарать, нейроковидпа лонгковид çавăн пекех «омикрона» ертсен те аптăратма пултараççӗ.

«Ку чухне ачасен системăллă шыçăсем амаланма пултараççӗ», - тесе пӗтӗмлетнӗ молекулăсемпе генетика тӗпчевӗсен «ДНКОМ» наука центрӗн генеральнăй директорӗ Андрей Исаев. Вăл çӗнӗ чир çăмăл шунипе улталанма кирлӗ марри çинчен пӗлтернӗ. Вăл çынсене ревакцинациленме сӗннӗ, мӗншӗн тесен çакăн валли чи лайăх вăхăт çитнӗ. Врачăн сăмахӗсемпе, коронавирусăн «омикрона» пула çӗкленнӗ «пиллӗкмӗш хумӗ» чака пуçланă.   
Çав вăхăтра кăтартусем Тутарстанра ӳссе кăна пыраççӗ. Çапла, иртнӗ талăкра республикăра 3970 çын чир ертнӗ. Вӗсенчен 341-шӗ 18 тултарман ачасем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев