Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Омикрон Тутарстана çитнӗ

 Çӗнӗ çула кӗнӗренпе Раççейре коронавируспа чирлекенсен шучӗ каллех хăвăрт ӳссе кайрӗ. Халӗ омикрон текен çӗнӗ штамм пысăк хăвăртлăхпа сарăлать.

Роспотребнадзорăн Эпидемиологин тӗп наукăпа тӗпчев институчӗн директорӗн çумӗ А.Горелов ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ тăрăх, асăннă штамм уйрăмах 2-5 çулти ачасемшӗн хăрушă. Омикрон ернӗ ачасен пыр ыратать, кашни виççӗмӗшӗн вар-хырăм ӗçӗ пăсăлать. Нумайăшӗн бронхиолит пулса каять, кун пек чухне чирлӗ ачана госпитализаци кирлӗ. Çавăн пекех омикронран 65 çултан аслăрах çынсен те сыхланмалла.  
Сăмах май, январӗн 18-мӗшӗ тӗлне Раççейре омикронпа 1682 çын чирленӗ. Тутарстанра та ку эрнере 11 ăнсăрта тупса палăртнине пӗлтерчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев