ОЙМЯКОНРАН МУСКАВА УТПА

Çапла майпа якут лашисен ăратне чапа кăларасшăн
Çӗршер лаша вăйӗллӗ машинăсен саманинче çакăн пек çула тухни хăйне евӗрлӗ, тӗлӗнтерет, калаçтарать – Хусанта Якутири Оймяконран Мускава утпа çитме тӗллев лартнă Дугуйдан Винокуров пулчӗ. Вăл журналистсене хаваспах каласа пачӗ çакăн сăлтавне. Çулçӳреве Саха (Якути) Республикин Автономийӗ 100 çул тултарнине, Раççей патшалăхне кӗнӗренпе 390 çул çитнине тата республикăна никӗслекенсенчен пӗри Максим Амосов 125 çул тултарнине халалланă. Раççей географи обществин Саха (Якути) Республикинчи уйрăмӗ пулăшнă çулçӳревре Дугуйдан Винокурова.
Çапла майпа якут лашисен ăратне чапа кăларасшăн иккен. Çуллӗшӗпе пысăк мар, «пичӗпе» тӳрккесрех, 40 тата ытларах градус сивве çăмăллăнах чăтакан ут. Ăна хуçалăхра ӗç тума, аш валли ӳстереççӗ. Темиçе çул каялла шăннă çӗр айӗнчен тиха тупнă. Шăннипе вăл пит аван сыхланса юлнă. Якут лашисемпе çак тихан ДНК генӗсене танлаштарса вӗсем пӗр ăратран пулнине пӗлнӗ. Пӗр сăмахпа якут лашисем – ятарласа ăсчахсем кăларнă ăрат мар, çутçанталăк панă таса юнлă ăрат.
Дугуйдан 2018 çултах çулçӳреве тухма шухăш тытнă. Çакна 2021 çулта пурнăçланă. Çулташӗпе икшер лаша тытса мартра çула тухнă. Анчах Новосибирск таврашӗнче икӗ лашин сывлăхӗ хавшанă, малалла пӗчченех Мускава çула кӗскетнӗ. Паянхи куна вăл 10 пине яхăн километр иртнӗ. Вăтамран лашасем кунне 45 – 55 километр хыçа хăвараççӗ, чи нумаййи 78–80 километр кайни пулнă. Çанталăк условийӗсем япăх чух 15 километр иртнисем те пулнă.
Мускава Дугуйдан июль вӗçне çитме палăртнă. Июлӗн 30-мӗшӗнче «Ысыах» уяв ирттереççӗ Мускавра якутсем, çав уява лекесшӗн. Ӗмӗтре – лашасемпе тӗнче тавра çулçӳреве тухасси.
Татьяна ТАРАСОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
18 августа 2022 - 15:29Агроклассем пурнăçа кӗрсе пырӗç ТР Ял хуçалăхпа продовольстви министерстви пӗнлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра агроклассем йӗркелес ӗç пуçланать. Системăна ӗç ушкăнӗ хатӗрлӗ.18200
-
18 августа 2022 - 15:12Кӗнеке уявӗсем парксенче иртеççӗ Тутарстанри «Китап» («Кӗнеке») радиовӗ хăйӗн «Çулла. Парк. Кӗнеке» музыкăпа литература çулçӳревӗпе республикăри темиçе района çитсе курчӗ. Акă тинех пултарулăх ушкăнӗ чăвашсем пурăнакан вырăнсене те çитет16200
-
18 августа 2022 - 12:54АО «Транснефть – Прикамье» выполнило технологическое подключение реконструированных участков нефтепроводов АО «Транснефть – Прикамье» выполнило технологическое подключение реконструированных участков магистральных нефтепроводов (МН) Пермь – Альметьевск в Пермском крае и Альметьевск – Куйбышев-2 в Самарской области.16800
-
18 августа 2022 - 11:35Михаил Девятаев летчика Совет Союзӗн Геройӗн ятне панăранпа 65 çул çитнине халалласа Хусанта курав уçăлнă Девятаев вăрçă пуçланас умӗнех румынире туяннă сăран куртка, унăн офицер планшечӗ, картусӗ, вăл çулсенчи юхан шыв флочӗн капитанӗн кителӗ, Девятаев вӗçнӗ самолетсен моделӗсем – çак хатӗрсемпе йăлтах Хусанти Кремльте уçăлнă куравра паллашма пулать.16100
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 августа 2022 - 11:30Зинаида Никифоровна ГОРДЕЕВАНА 50 çул тултарнӑ ятпаÇарӑмсан районӗнчи Лагерка ялӗнче пурӑнакан Зинаида Никифоровна ГОРДЕЕВА августӑн 17-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ200
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!47800
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!63400
-
16 августа 2022 - 12:58Кăтăк пур-ха пилӗкре: юрласа ташлакан тутарстансен çамрăк çулне хӗрӗх пиллӗке çити тăснă Ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн республикăри уçă «Наше время – Безнен заман» телефестивалӗн çул виçине 45 çула çити çӗкленӗ. Маларах проекта 18-тан пуçласа 35 çула çитекен çынсем çеç хутшăнма пултарнă.34100
-
17 августа 2022 - 12:26Томатра 90 процент шыв Хальхи вăхăтра помидорсем ӗлкӗрнӗ. Кăçал вăл пахча-çимӗç аван ӗлкӗрет. Çапах эпир ун çинчен пӗлмен япаласем те нумай-ха.30900
-
16 августа 2022 - 14:51Тутарстанра цифровизаци çулталăкӗ пӗр ахальтен пымасть Çулталăк пуçланнăранпа республикăри 13 районра мобильлӗ интернетăн хăвăртлăхне ӳстернӗ. Анчах та кун çинчен пӗр оператор çеç пӗлтерет. Ыттисем çырма-çатраллă тата лап вырăнсене çитесшӗнех мар пулмалла.30101
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика