Пьедестал çинче – пирӗннисем!

Тутарстан команди кăçал та болельщиксен шанăçне тӳрре кăларчӗ – пӗрремӗш вырăна кăна мар, виçӗ 1-мӗш вырăна та «КАМАЗ-мастер» командăн экипажӗсем йышăнчӗç. Пьедестал çинче – пурте пирӗннисем. 1-мӗш вырăн – Дмитрий Сотников, 2-мӗш – Антон Шибалов, 3-мӗш – Айрат Мардеев экипажӗсем. Сăмах май, 2015 çулта та пӗрремӗш виçӗ вырăна «КАМАЗ-мастер» йышăннăччӗ. Андрей Каргинов вара кăçал «Дакара» 7-мӗш вырăнпа вӗçлерӗ. Саламлатпăр ентешсене!
Эрнекун, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Грузовиксен категорийӗнче Раççей чысне яланхи пекех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлерӗ. Раççейӗн автомобилӗсем те, спортсменӗсем ытти çӗршывсемшӗн вăйлă конкурентсем пулнине çакнашкал рейдсенче пурте пӗлсе çитнӗ ӗнтӗ. Кашнинчех пирӗннисем çирӗп те хăватлă техникăпа тӗлӗнтереççӗ ыттисене.
Кăçалхи «Дакара» коронавирус пандемине пула туллин хатӗрленме май килмен пулсан та, «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçисем ăмăртăва 4 экипажах яма шутланă. Çакă тӗрӗс йышăну, мӗншӗн тесен пурте мала тухаймасан та, трасса çинче йывăрлăх сиксе тухас пулсан пулăшакан та кирлӗ вӗт. Пысăк йышпа хутшăнакансене мӗн тесен те çăмăлрах.
Тутарстан команди кăçал та болельщиксен шанăçне тӳрре кăларчӗ – пӗрремӗш вырăна кăна мар, виçӗ 1-мӗш вырăна та «КАМАЗ-мастер» командăн экипажӗсем йышăнчӗç. Пьедестал çинче – пурте пирӗннисем. 1-мӗш вырăн – Дмитрий Сотников, 2-мӗш – Антон Шибалов, 3-мӗш – Айрат Мардеев экипажӗсем. Сăмах май, 2015 çулта та пӗрремӗш виçӗ вырăна «КАМАЗ-мастер» йышăннăччӗ. Андрей Каргинов вара кăçал «Дакара» 7-мӗш вырăнпа вӗçлерӗ. Саламлатпăр ентешсене!
18 хутчен «Дакарта» çӗнтернӗ Çырчалли команди каллех пирӗн автомобильсем чи хăватлине тата шанчăклине, спортсменсем вара чи опытлине тата чăтăмлине çирӗплетсе пачӗ. Тата, паллах ӗнтӗ, пӗрле ӗçлеме пӗлни. Кунта «пӗри – пуриншӗн, пурте – пӗриншӗн» девиза тӗпе хурса ӗçлеççӗ яланах.
Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
7 августа 2022 - 14:38Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.15900
-
7 августа 2022 - 14:27«Стиль жизни – культурный код» этно-мода фестивалӗ мăн асаттесемпе асаннесен хăварнă еткере чӗртсе тăратрӗ. Хусанта августăн 2-мӗшӗнче этно-fashion фестиваль уçăлчӗ. Пурнăç йӗрки культура кодне çаврăнать. Çакăн çинчен каласа парать Хусанта августăн 2-мӗшӗнче уçăлнă «Стиль жизни – культурный код» этно-fashion фестиваль. Хамăр историре пӗр тапхăр мăн асаттесен, асаннесен пурнăç йӗркине манма хăтлантăмăр. Вӗсем тытса пыракан ӗç йӗрки, культури, тӗрӗсрех каласан, архаизма çаврăнчӗ. Паянхи куна сахалăшӗн килӗнче авалхи савăт-сапа е ытти çӗрте усă курмалли хатӗрсем упранса юлнă, наци тумӗ те кашнин çук. Истори тепӗр тапхăра та пӗлет, ытларах чух фольклористсем тăрăшнипе иртнине, манăçнине тавăрма хăтланни. Чылай чухне çакă ăнăçлăнах пулса пынă. Паян эпир историн тата тепӗр тапхăрне кӗтӗмӗр курăнать.15300
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?17300
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.19400
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!29800
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.60900
-
16 июля 2022 - 08:08Лидия Степановна ЕФРЕМОВА 90 çул тултаратьПăва районӗнчи Ескуль ялӗнче пурăнакан Лидия Степановна ЕФРЕМОВА июлӗн 16-мӗшӗнче 90 çул тултарать68000
-
5 августа 2022 - 16:07Вокзал пурнăçне уяв илемлетӗ Августăн 7-мӗшӗнче Хусанти «Казань-1» чукун çул вокзалӗн лапамӗнче Пӗтӗм Раççейри «Çӗршыва пӗрлештерекен чи вăрăм поезд – сфальт çинче ӳкернӗ поезд» акци иртет.46400
-
5 августа 2022 - 15:57Августăн 6-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри сывлăх фестивалӗ иртет 18:00 сехетре «Ак Барс Арена» стадионра «Больше чем йога» ятлă сывлăх фестивалӗ пуçланать. Унта пирӗн çӗршывран пуçтарăннă 5000 хӗр массăллă йога тренировкине кăтартӗ. Вӗсем патне онлайн-форматпа 25 пин хӗрарăм килӗсенчен хутшăнӗ.38600
-
6 августа 2022 - 14:38Матак каччин Дмитрий Шингаревăн ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ, вăл халӗ – лейтенант. Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, танк училищинчен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă. Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:36502
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика