Паян çумăр çусан кăçал кăмпа ăнса пулать
• Ака уйăхӗн 14-мӗшӗ – Мария. Çырмасенчи пăр хăвăрт кайса пӗтсен çăмăл çул пулать. Каçхи тӳпе çăлтăрлă та таса – çулла тухăç аван пулать. Çумăр çусан кăçал кăмпа ăнса пулать.
• Ака уйăхӗн 15-мӗшӗ – Тит. Хӗртсе хӗвел пăхсан çулла ăшă пулать. Çак кун путене сассине илтсен ку çул тыр-пул та, курăк та лайăх çитӗнет. Ака уйăхӗн варринче сивӗ-тӗк – тулă ăнса çитӗнет.
• Ака уйăхӗн 16-мӗшӗ – Никита. Çак кун çиле сăнамалла: кăнтăр енчен вӗрсен – çурхи тырăсем аван ӳсеççӗ, çурçӗртен вӗрсен – çумăра. Кайăксем йăва çавăрма пуçланă-тăк – кӗçех ăшăтать.
• Ака уйăхӗн 17-мӗшӗ – Иосиф, Осип. Шăрчăк юрлать-тӗк, уй-хирте ӗç пуçлама вăхăт. Хурăн çирӗкрен маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать. Çумăр çуни – аван паллă, тыр-пул ăнса çитӗнессе.
• Ака уйăхӗн 18-мӗшӗ – Федул тата Федора. Çак кунран ăшă çил вӗрме пуçлать. Ку кун ăшă та çилсӗр-тӗк – лайăх çанталăк вăрах тăрать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай – çырла пуçтарма ытларах карçинкка хатӗрле.
• Ака уйăхӗн 19-мӗшӗ – Евтихий тата Ерёма. Кăнтăртан таврăннă хур кăвакалсем юханшыв çывăхӗнче йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан типӗ çанталăк уйăх вӗçӗччен тăрать.
• Ака уйăхӗн 20-мӗшӗ – Акулина. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çулла вăрманта çырла тата кăмпа ăнса пулать, пăрçа аван çитӗнет. Çумăр çуни – тухăç ăнса çитӗнессе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев