Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Тутар чӗлхи кунӗ

Апрелӗн 26-мӗшӗ Тутар чӗлхи кунӗ тата тутарсен аслă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнă кун

Апрелӗн 26-мӗшӗ Тутар чӗлхи кунӗ тата тутарсен аслă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнă кун

Паян ир ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх канашçи Минтемир Шаймиев, ведомстăсен ертӳçисем, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, çыравçăсем, вӗренекенсем Г.Тукай ячӗллӗ скверти поэтăн палăкӗ умне чечексем хучӗç. 

Яланхи пекех Г.Тукай çуралнă кун искусствăра, культурăра пысăк çитӗнӳ тунă ăстасене ТР Раисӗ Рустам Минниханов 2024 çулти Г.Тукай ячӗллӗ Тутарстан Республикин Патшалăх премийӗн Лауреачӗсене наградăланă. Кăçал ку мешехе Хусан Кремлӗнче иртнӗ. ТР Патшалăх камерлă хорăн ертӳçи М.А.Мударисова (Таминдарова), скульптор К.З.Замитов, куçаруçă Б.Г. Вайнер тата çыравçă Л.М.Харрасов (Лаис Зулкарнай) çак чыса тивӗç пулчӗç.

Хусанти цирк хăйӗн тӳпине кӗртрӗ çак çутă уява — Габдулла Тукай çырнă юмахсене тӗпе хурса вăл «На Сенном базаре» представлени хатӗрленӗ. 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнине те асрах тытнă. Çӗнӗ программăра Хусан, Мускав тата Минск цирк артисчӗсем хутшăннине шута илсен постановкăна «халăхсен хушшинчи» статус пама пулать. Театрпа цирк спектаклӗ 8 кун пырать. Çак вăхăтра 16 пин çын курса хаклӗ ăна. 

Спектакле «Экият» тутар патшалăх пуканесен театрӗн илемлӗх ертӳçи тата театр режиссерӗ Ильгиз Зайниев лартнă. Тӗп художникӗ Г.Камал ячӗллӗ театрăн тӗп художникӗ, ТР тава тивӗçлӗ художникӗ Сергей Скоморохов, композиторӗ ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Марат Ахметшин, поэчӗ тата куçаруçи Резеда Зайниева.

Спектакль сюжечӗпе поэт «Сенной базар, или Новый Кисекбаш» поэмăна çырнă чух çывăрса каять, тӗлӗкӗнче хăй шутласа кăларнă сăнарсене циркра курать. 
Габдулла Тукай сăнарне «Золотая маска» çӗнсе илнӗ балет артисчӗ, балетместер Нурбек Батулла тата Г.Камал театр артисчӗ Артур Шайдуллин ăсталанă. Поэтăн юратнă хӗрне Зайтунана ТР халăх артистки, Раççейӗн «Кӗмӗл сасси» Эльмира Калимуллина вылянă. 
Спектакль апрелӗн 26-мӗшӗнчен майăн 5-мӗшӗччен пырать.

М.Джалиль ячӗллӗ Тутар Патшалăх академи оперăпа балет театрӗ çывăхӗнчи Г.Тукай палăкӗ умӗнче поэзи уявӗ иртнӗ. 

Каçхине 5 сехетре Хусан Кремлӗнче «Мин татарча сөйләшәм!» («Эпӗ тутарла калаçатăп!») Республика шайӗнчи конкурс-акцие пӗтӗмлетнипе вӗçленет Тутар чӗлхи кунӗ, мероприяти çӗрлечченех пырать. Унта хальхи вăхăтри тутар музыки те пулӗ, сăвăсем те калӗç. Тутар çамрăкӗсем тăван чӗлхине юратнине сцена çинчен кăтартӗç.

Сăнӳкерчӗкrais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество