Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан Раççейре çурхи призыв пуçланчӗ

Паянтан Раççейре çурхи призыв пуçланнă. Вăл июлӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ. Раççей Президенчӗн çакăн пирки калакан Указне право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ.

Документра каланă тăрăх, ку призыв вăхăтӗнче 18 — 30 çулти 150 пин çамрăка салтака илӗç. 


Срочниксене çар чаçӗсене апрелӗн 15-мӗшӗнчен ăсатма пуçлаççӗ. Призывниксене пурне те Раççей Федерацийӗн территорийӗнчи çар чаçӗсене ăсатаççӗ. 


Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен Генеральнăй Штабӗн Йӗркелӳпе мобилизаци тӗп управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Владимир Цимлянский пӗлтернӗ тăрăх, срочниксене Раççейӗн çӗнӗ регионӗсен — Донецк Халăх Республикине, Луганск Халăх Республикине, Херсон тата Запорожье облаçӗсене — ямаççӗ: хӗсмет иртме те, ятарлă çар операцине хутшăнма та. 


Çурхи призыв вăхăтӗнче çара каякансем 12 уйăх службăра тăрӗç. Çара ку призыв кампанийӗнчен пуçласа 18 çултан тытăнса 30 çула çитичченхи çамрăксене илеççӗ (халиччен 27 çула çитиччен пулнă). Çӗнӗ закон вăя кӗриччен (2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен) 27 çул тултарса ӗлкӗрнисене çара илмеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Весенний призыв