Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан шкул ачисен Пӗтӗм Раççейри олимпиадин регионти тапхӑрӗ пуçланнă

Олимпиадӑна хутшӑнакансен хӑйсен пӗлӗвне 24 предметпа кӑтартма пулать.

Январĕн 10-мӗшӗнчен пуçласа февралĕн 29-мӗшӗччен Раççей Федерацийӗн пур субъектӗнче те шкул ачисен Пӗтӗм Раççейри олимпиадин регионти тапхӑрӗ иртет. Олимпиадăсем франци чӗлхинчен пуçланса ОБЖпа вӗçленеççĕ. 

Олимпиадӑна хутшӑнакансен хӑйсен пӗлӗвне 24 предметпа кӑтартма пулать. Унта теориллĕ заданисемсĕр пуçне, практика заданийӗсене пурнӑçлассине те кӗртнӗ.

Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче регион тапхӑрне 9—11-мӗш классенче вĕренекен 180 пине яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 55 пинӗ çӗнтерӳçӗсемпе призерсем пулса тӑнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: олимпиада