Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ПАЛЮК МУЧИ КӖНЕКИ»

«Кивелми кӗнеке» ярăмпа тухнăскер çутçанталăк тусӗпе паллаштарать

Çутçанталăк тӗлӗнмелле пуян та илемлӗ, анчах унăн вăрттăнлăхӗсене кашниех пӗлеймест. Вак-тӗвеке курма, сăнама, туйма пултаракана, мехел çитерекене çеç уçăлать тавралăх асамлăхӗ. Çавăн пек ăстасен шутне кӗрет те ӗнтӗ Герасим Харлампьев (1913 – 

1994) чăваш çыравçи. Вăл ачасем валли чылай хайлав шăрçаланă, çутçанталăка уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрнă, Пилеш псевдонима та Герасим Дмитриевич ăнсăртран суйламан-тăр. Пӗчӗк вулакансем валли унăн «Тăрнасен ташши» (1952), «Пӗчӗкçеç юмахсем» (1955), «Палюк мучи кӗнеки» (1958), «Утарта» (1964), «Илемлӗ ир» (1964, 1976), «Ытарайми çӗршывра» (1971), «Йăлтăр куç» (1976), «Пăшăлтисем» (1983) кӗнекесем пичетленнӗ.

 

Анчахрах Чăваш кӗнеке издательствинче Герасим Харлампьевăн «Палюк мучи кӗнеки» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. «Кивелми кӗнеке» ярăмпа тухнăскерне калавсем кӗнӗ. Ӳнерçи – Екатерина Васильева, редакторӗ – Ольга Федорова. Тиражӗ – 800 экземпляр.

«Палюк мучи кӗнекине» кӗнӗ хайлавсенчи тӗп сăнар Палюк мучипе пӗрле çутçанталăк хăйне евӗрлӗхне курма, сăнама вӗренет. «Ача чух тăлăххăн ӳснӗ Палюк мучи шкулта пӗр çул та вӗренеймен. Анчах унăн хăйӗн кӗнеки пур иккен: пурнăçа пӗлни, сăнаса вӗренни. Вăл кӗнекене Палюк мучи питӗ ăста вулать», – тенӗ ун çинчен. Ăна тимлӗ итлекенӗ – тăван тавралăх вăрттăнлăхӗсене уçас текен арçын ача. Мӗн кăна илтмест вăл аслă юлташӗнчен, упа та вăрманта çырла сăптăрса çӳрет иккен; шăхличе вара шăхăртма кăна мар, юханшывра та тытма пулать; çуйăн текен пулă хур чӗппине çеç мар, пысăк хурне те çăтма пултарать, кăткăсем çумăр пулас умӗн хăйсен йăвине пуçтарăнаççӗ те шăтăкӗсене шалтан питӗреççӗ…

Тепринче Палюк мучи арçын ачана карăш курма ярать. «Курсан мӗнлереххине мана та каласа пар», – тет. Ача улăхалла чуптарать. Кăрк-кăрк! кăрк-кăрк! сас парать кайăк. Карăш сасси илтӗннӗ енне вирхӗнет арçын ача. Анчах çывхарсан нимӗн те курăнмасть. Çапла чылай вăхăт иртет. Хура кураксем те, путене те, кӳлӗри шапасем те хăйӗнчен тăрăхласа кулнăн туйăнать тӗп сăнара. Тем чухлӗ чупсан та карăша тӗл пулаймасть ача. Вăл мӗнлереххине каярахпа сунарçăсен кӗнекинче вуласа пӗлет. Палюк мучи вара кӗçӗн тусӗ кайăка пурпӗр курас çуккине малтанах пӗлнӗ-мӗн, çавăнпа чеен пăхса кулса юлнă.

Кăвакарчăн чӗпписем çинчен тата мӗнле интереслӗ çырса панă автор! Пӗчӗкскерсем ашшӗ-амăшӗ пекех ăслă, хăйсем вӗçме вӗреничченех пулăшаççӗ вӗсене. Мӗнле майпа тетӗр-и? Кăвакарчăн амăшӗ çăмартасем тăвать те вӗсене пусса кăларать. Чӗпписем кăштах ӳсме пуçласан тата темиçе çăмарта тăвать. Анчах малтан тухнисене тăрантармалла, кусене ăшăтмалла-çке. Пур çӗре те ӗлкӗрме çук. Хайхи кăвакарчăн амăшӗ çӗнӗ çăмартисене чӗпписем айне хурса парать, хăй тăрăшсах апат çӗклеме тытăнать. Çапларах туслă пурăнать те кăвакарчăнсен çемйи.

Килти выльăх-чӗрлӗх, кайăк-кӗшӗк, вăрманти чӗрчунсем – пурин çинчен те кăсăклă каласа кăтартать Герасим Харлампьев. Калавсенчи ӗç-пуçа сăнлакан ӳкерчӗксем те питӗ илемлӗ. Çутçанталăк вăрттăнлăхӗсемпе интересленекен çамрăк вулакансемшӗн ку кăларăм чăннипех паха парне пулӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки