Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паллă ентешсем Питӗрте те пур

Питӗрти Чăваш ентешлӗхӗнче тӗрлӗрен паллă çынсем пур, вӗсенчен пӗри Максим Юрьевич Егоров (Курмыш). Вăл – марафонец. Паллă ӗнтӗ, çак спорт тӗсӗнче хутшăнма вăй-халсăр пуçне пысăк тӳсӗмлӗх кирлӗ. Элӗк районӗнче çуралнă чăваш каччин вăл çителӗклех.

Максим специальноçпа – приборсем тăвакан инженер. 2020 çулта вăл Питӗртен Владивостока çити çуран тухса чупать. Вунă пин километрлă хутлăха вăл пӗр çулталăк, икӗ уйăх, вунсакăр кун хушшинче чупса тухать, ниçта та пӗр утăм та ларса кайман. Рюкзакӗнче ылмаштармалли тум тата кроссовки çеç пулнă. Çулта ăна нумай çын тӗрев парса пулăшнă, çав шутра тӗрлӗ регионсенчи чăваш пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем те.

Шкула каиччен Максим ялта ӳснӗ. Çӗнӗ Шупашкарта тăхăр клас вӗçленӗ хыççăн Шупашкарти Химипе механика техникумне вӗренме кӗнӗ, ăна хӗрлӗ дипломпа вӗçленӗ. Унтан вăл Питӗрти Аэрокомсос валли прибор тăвакан патшалăх университетне вӗренме кӗнӗ. ВУЗа 2015 çулта вӗçлесен вăл аэродромсемпе вертодромсене пăхса тăракан компанире ӗçлеме тытăнать.

Максим Егоров ытти спорт ăмăртăвӗсене те хастар хутшăнать, Питӗрти чăваш ентешлӗхӗн мероприятийӗсене те сиктерсе хăвармасть. Хальхи вăхăтра вăл çӗнӗ проектсем патне хатӗрленет. Ăнăçу сунатпăр.

Владимир Живов. Автор ярса панă сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев