Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПĂЛХАР ЭРНИПЕХ КӖР КӖРЛЕРӖ

Июлӗн 15–23-мӗшсенче сӗм авалхи пек нумай çын пулчӗ: усламçăсем, туристсем, сутуçăсем

Июлӗн 15–23-мӗшсенче сӗм авалхи пек нумай çын пулчӗ: усламçăсем, туристсем, сутуçăсем

Июлӗн 15-мӗшӗнчен «Чӗрӗлӳ: эпоса хальхилле вулани» фестиваль пуçланни çинчен «Сувар» иртнӗ номерте асăннăччӗ. Çак пысăк проекта пурнăçа кӗртме РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗн грантне выляса илни май пачӗ тутарстансене. Фестивале ТР Культура министерстви тата ТР Истори тата культура палăкӗсене чӗртсе тăратассин республика фончӗ йӗркеленӗ. 

«Чӗрӗлӳ: эпоса хальхилле вулани» темиçе фестивале пӗрлештерет. «Пурнăç стилӗ – Культура кочӗ», «Ага Базар», паллах, çӗнӗлӗхсемсӗр мар. Тӗслӗхрен, ГИТИС студенчӗсемпе Хусанти театр училищинче вӗренекенсем пӗрлехи эскизӗсене кăтартрӗç. Пулас артистсемшӗн ку питӗ интереслӗ, усăллă практика. Шанатăп, ӳлӗм те иртӗç кун пек постановкăсем. Июлӗн 21-мӗшӗнче Чингиз Айтматов çырнисемпе лартнă виçӗ эскиза пăхма тӳр килчӗ. Паллах, пурне те ырласа «браво» кăшкăрмах çук пулӗ, анчах çамрăксем кăмăлтан тăрăшни куçкӗрет.  Июлӗн 22-мӗшӗнче театр лабораторийӗ малалла ӗçлерӗ, Кул Галин «Кыйсса тата Йусуф» произведенийӗ тăрăх лартнă эскизӗсене пăхма сӗнчӗç студентсем. Творчество лабораторине хутшăннисене сертификатсем парса малашне тăрăшса вӗренме, ӗçлеме хавхалантарчӗç. «Возрождение» фондăн ӗç тăвакан директорӗ Зульфия Хафизовна Сунгатуллина куракансене те, студентсене те тав турӗ.

Тата тепӗр çӗнӗлӗх – Пăлхарти хăна çурчӗсенче, палатка лагерӗнче юлакансене киленмелӗх кашни каç спектакль кăтартрӗç – «Олонхо» (Якути), «Кулерво» (Карели), «Моначы» (Киргизи), «Кубрат хан хушса хăварнисем» (Болгари) тата «Кара пулат» (Тутарстан). 

Хура палата умӗнче çутă инсталляцийӗ «Кара пулатра» пулса иртекен трагедие тата хурлăхлăрах, эпикăллăрах тăвать. Пӗлтӗр харăсах икӗ каç кăтартсан та çын нумай пухăннăччӗ. Кăçал та çаплах пулчӗ. Хусантан ятарласа Э.Низамовăн «Кара пулат» оперине итлеме Пăлхара каякансем те пулнă.   

Эпир Болгарири Варна хулинчен килнӗ ушкăнпа тӗл пултăмăр. Пьеса авторӗпе, спектакле лартаканӗпе Пьер Леонарпа  калаçрăмăр. Пьер француз. Францире çуралса ӳснӗ.  Университетра вӗреннӗ çӗрте болгаринпа паллашнă. Юлташӗ ăна Болгари çӗршывӗ çинчен, унăн культурипе историйӗ çинчен каласа панă. Леонар тăватă çул каялла Варна хулине çитнӗ. Историпе кăсăкланаканскер, хăйпе пӗр шухăшлисемпе кану паркӗ уçнă.  Унта историри çапăçусене реконструкцилесе кăтартассипе ӗçлеççӗ вӗсем. Паллах, тумӗсене те хăйсемех хатӗрлеççӗ, хӗç-пăшалӗсене те историре пулнă пекех тӗрӗс тума тăрăшаççӗ. 

Хусанта Пьера килӗшнӗ, чӗлхене хăвăрт вӗренес пултарулăх пурскер, вăл икӗ-виçӗ тутар сăмахне астуса юлма та ӗлкӗрнӗ. Чи килӗшекенни «Алга» пулнине хавхаланса каласа пачӗ вăл. Спектакльте те çак сăмаха илтме пулчӗ.     

Спектакле куракансем питӗ интересленсе пăхрӗç. Унти трюксем çынна лăпкăн хăвармӗç çав. Тӗслӗхрен, шлем вӗçне лартнă чечеке вăрăм пушăпа çапса антарни хăйех мӗне тăрать! Шлема тăхăнни хуть кăшт чӗтренсе илинччӗ... Çук, юпа пек çирӗп тăрать пӗр вырăнта. Çаксене Пăлхар çӗрӗшӗн çывăх сюжетпа çыхăнтарни тата ытларах кăсăклантарать куракана. Спектакль Хан керменӗнче иртни те ытарлă. 

Кубрат хан çинчен калакан спектакль пуçланиччен Пысăк сцена çинче концерт пулчӗ. Ку та «Пурнăç стилӗ – Культура кочӗ» фестивалӗн пӗр пайӗччӗ. Анчах 2022 çулта унта тӗрлӗ халăх юрăçисем хутшăннăччӗ-тӗк, кăçал урăхларах пулчӗ – виçӗ юрăç савăнтарчӗ куракана. Болгарири Варнăран килнӗ Лира юрăçăн хăйне евӗрлӗ юррисем Пăлхар çӗрӗ çийӗн янăрарӗç. 

Куллен иртекен концертсене «Джукбокс» трио, «Живаго», «Хмельная Ворга», «Закария», SHONER PAUL (Павел Александров), Ильгиз Шайхразиев хутшăнчӗç.

«Чӗрӗлӳ: эпоса хальхилле вулани» çӗнӗ фестивальсене те кун кăтартрӗ. 

Пӗлтӗр Чăваш Енре кун курнă «Раççейӗн тӗрленӗ картти» идейăна çӗршыв шайне çӗкленӗ. «Çӗршыв регионӗсен тӗрленӗ картти» фестивале хатӗрленсе тӗрленӗ республика карттин хăтлавӗ иртрӗ çак кунсенче.Тутарстанри 43 район тата икӗ хула округӗ республика карттин хăйсем вырнаçнă лаптăксене кăтартса тӗрленӗ, район (округ) территори енчен, çутçанталăкпа географин хăйне евӗрлӗхне палăртса хăварнă.  

«Пурнăç стилӗ – Культура кочӗ» фестивалӗн этномаркечӗсемпе «Ага Базар» пӗрлешсе кайнă теме те пулать икӗ рет ларса тухнă чипер палаткăсене пăхсан. Раççейрен, çывăхри çӗршывсенчен килсе çитнӗ кунта усламçăсем. Чăваш Енри «Паха тӗрӗ» те кунтах. Инçех те мар узбексен пурçăн пусмаран çӗленӗ ӗлккен тумӗсем. Мускаври ăстаçăн бижутерийӗ тата мӗнле илӗртӳллӗ! Дагестанецсем кӗмӗл алкасем, çӗрӗсем сутаççӗ. Ӳкерчӗкӗсене пăхма хăйне кăсăк. Вӗсемех аврисене каса-каса илемлетнӗ пысăк çӗçӗсем кӳрсе килнӗ. Крымран тиесе килнӗ пусма-тавар юлашкийӗсенчен çӗленӗ «телей кушакӗсем» кашни иртен-çӳрене савăнăç парнелеççӗ тейӗн. Кашнине асăнса та пӗтереес çук. Ăçтан кăна килмен усламçăсем?! Мӗн кăна сутмаççӗ?!

Кун кашнинчех III Этно-fashion фестиваль куравӗсемпе вӗçленчӗ. Этностильпе çӗленӗ хальхи вăхăтри кӗпесене пăхма питӗ кăсăк. Пурин пирки те «туянăттăм-тăхăнăттăм» темесен те чăннипех интереслисем пур. Чăваш Енрен «Паха тӗрӗ» çӗнӗ тумсем кăтартрӗ, Марий Эл, Пушкăртстан республикисенчи дизайнерсен ӗçӗсем пит асра юлмаллаччӗ. Хусансене, мускавсене те мухтамалла. Тыва, Ингушети, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсем, Катар.... Фестивале хутшăнакансем кăçал нихăçанхинчен нумай пулчӗç тени кăшт та ӳстерни пулмасть. 

«Чӗрӗлӳ: эпоса хальхилле вулани» Пăлхарта çеç иртни çинчен анлăн çыртăмăр, анчах йӗркелӳçӗсем хусансене те манман. Кремльти Йышăну вырăнӗсенче курав ӗçлерӗ, ТР Культура министерствипе «Миллиард татар» блог хута янă конкурса июлӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетрӗç. Унта хутшăнас текенсен халăх тумӗ тăхăнса ӳкерӗнсе блогерсене ярса памаллаччӗ. Чи илемлӗ тумлисене суйласа Йышăну вырăнӗсен картишӗнче иртекен мероприятие йыхравламаллаччӗ. Çапла пулчӗ те. Картишре çӗнтерӳçӗсене палăртса парнесем пачӗç, çаплах Г.Камал театрӗн костюмсен архивӗнчен халăх юратса пăхнă спектакльсенчи сăнарсен тумӗсене тăхăнса спектакльти пӗрер сыпăка вылярӗç. Артист мар çынсем паллă сăнарсене ăнăçлă «ăсталанине» пăхма питӗ кăсăк пулчӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль