Сувар

Пандемия пуçланнăранпа Раççейре 362 342 çын коронавируспа чирленӗ

Иртнӗ талăкра республикăра 63 çынра Covid-19 инфекцие тупнă. 18 çынна пульницана вырттарнă, 45-ӗшне килӗсенче сипленме янă. 133 пациента пульницаран кăларнă

Тутарстанри эпидемиологи лару-тăрăвӗ майӗпен майлашăнса пынă пек туйăнать. Анчах улталанма та пулать ку кăтартусемпе. Чир тӗл-тӗл ӗçе тухнă коллективсенче сарăлнă тӗслӗхсем пур. Çакăн çинчен паян журналистсене ТР Тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтерчӗ.

Иртнӗ талăкра республикăра 63 çынра Covid-19 инфекцие тупнă. 18 çынна пульницана вырттарнă, 45-ӗшне килӗсенче сипленме янă. 133 пациента пульницаран кăларнă.

Чирлисем ытларах Хусантан – 26 çын. Иккӗмӗш вырăнта Çырчалли пырать – 18 çын. Виççӗмӗш вырăна Çӗпрел районӗ тухнă, унта 7 çын чирленӗ. Пăва та кӳршинчен юлмасть – унти медиксем 3 çынна Хусана леçнӗ. Атня, Балтаси районӗсенче икшер çын, Аксу, Елабуга, Камско-Устьински, Анат Кама, Рыбно-Слободский районсенче пӗрер çын çӗнӗ чире ертнӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: