Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паника тума тӑрӑшакансене ан шанӑр!

Тутарстанӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче Анат Камӑра коронавирус инфекцийӗ сарӑлни ҫинчен калакан информацие фейк тенӗ

 Ҫак суя хыпар "Эхо Москвы" радио эфирӗнче янӑранӑ. Ӑна "Код доступа" передачӑра Юлия Латынина пӗлтернӗ. Вӑл Тутарстан хулисенчен пӗринче коронавирус инфекцийӗпе кӗрешессипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ тесе пӗлтернӗ.

"Эпир мӗнле хула ҫинчен сӑмах пынине пӗлтӗмӗр. Ку – Анат Кама. Информаци тӗрӗс мар тесе темиҫе хут та пӗлтернӗ ӗнтӗ, анчах шел пулин те Юлия Латынина кӑларӑмӗн тӳрӗ эфирӗнче вӑл тепӗр хут янӑрарӗ. ТР Сывлӑх сыхлав министерстви ку хулара пневмония "вспышки" пулмасть тесе официаллӑ майпа пӗлтерет.
2019 ҫулхи апрель уйӑхӗ тӗлне унта пневмонипе чирленӗ 97 ҫынна шута илнӗ пулнӑ, 2020 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 38 тӗслӗх регистрациленӗ", – пӗлтереҫҫӗ ТР Сывлӑх сыхлав министерствинче.

Анат Кама районӗнчи Сывлӑх сыхлав управленийӗпе республикӑри Сывлӑх сыхлав министерствинче районти тухтӑрсемпе медперсоналӑн хӳтӗлев хатӗрӗсем ҫителӗклӗ пулнине тимлесех тӑраҫҫӗ.
"Хисеплӗ граждансем, ҫавӑн пекех массӑллӑ хыпар хатӗрӗсен представителӗсем! Ҫак йывӑр лару-тӑрура эпир сире информаци илмелли ҫӑлкуҫсемпе тимлӗ пулма чӗнетпӗр. Паника тума тӑрӑшакансене ан шанӑр! Ҫак лару-тӑру лайӑхпа вӗҫлесси ҫӗршыври ҫынсен пӗрлӗхӗнчен килет. Сывлӑхлӑ пулӑр, хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те упрӑр!"– палӑртнӑ ведомствӑра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев