Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Шурале» премьери пулать

Апрелӗн 26-мӗшӗнче Хусанта симфони оркестрӗ хутшăннипе пăр çинче шоу иртнине, ăна Габдулла Тукайăн «Шурале» поэми тăрăх йӗркеленине «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

«Апрелӗн 26-мӗшӗ Тутар поэчӗн Губдулла Тукайăн çуралнă кунӗ пулнăран шоу никӗсне «Шурале» балетăн сюжетне тӗпе хунă. Çавăн пекех мероприятире паллă композиторсем – Фарид Яруллин, Модест Мусоргский, Петр Чайковский, Сергей Прокофьев çырнă произведенисене илтме пулать», – пӗлтерчӗ Мускаври «Музыка и Преображение» культура фончӗн директорӗ, «Москва-Татарстан» проектăн ертӳçи Тимур Гафитулин.

Постановкăна 130 çын хутшăнать, вӗсенчен 55-шӗ пăрпа цирк трупписен шутне кӗрет, 75-шӗ  оркестрта. Проекта хореограф-постановщик Татьяна Касаткина ертсе пырать. Вăл палăртнă тăрăх акробатсем, пиротехниксем хутшăнипе программăра тӗлӗнтерекенни нумай. Çавăн пекех усал-тӗселпе тата туйпа çыхăннă илемлӗ сценăсем те пулаççӗ.

Йӗркелекенсем юмахри  персонажсем лайăх енлӗ пулса тухнине палăртаççӗ.

«Европа культури Раççей культуринчен чылай уйрăлса тăрать. Шарль Перро çырнă юмахсенче  ача-пăчасене хăратакан усал сăнарсем пур. Вӗсемпе танлаштарсан, пирӗн  Шурале – çынсене çывăхрах», – палăртрӗ Тимур Гафитулин.

Сююмбике рольне шоура Серби чемпионки Елена Йованович сăнарлӗ. Роль выляма хатӗрленнӗ чухне вăл Тутарстанăн тава тивӗçлӗ артисткинчен  Александра Елагинăран сăнар мӗнлерех пулмаллине ыйтса пӗлнӗ. Александра Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗн сцени çинче лартнă «Шурале» балетра  Сююмбике партине пурнăçланă. Елена каланă тăрăх, унăн сăнарӗ хупă та сăпайлă пулать.

Шоу Хусанта пӗр кун кăна пулнине, анчах йӗркелӳçӗсем гастроле тухма хатӗррине  ТР «Динамо» физкультурăпа спорт организацийӗн советникӗ, Раççей Обществăлла палатин пайташӗ Ольга Павлова  каласа пачӗ. Ун сăмахӗсемпе, ытти çӗре кайиччен Хусанти караканăн хаклавне пӗлмелле.

 «Пирӗн çӗнӗ регионсем, туслă çӗршывсем, араб çӗршывӗсем – мӗншӗн каяс мар? Анчах унта каяс умӗн Хусан кураканӗсенчен ыйтса пӗлмелле – юрать-и е çук-и», – пӗлтерчӗ Ольга Павлова гастрольсем пирки ыйтсан.

 «Шурале»  премьери  «Татнефть Арена» пăр керменӗнче иртет, спектакле икӗ хут 13:00 тата 18:00 кăтартӗç. «Терэк-Опора» ыркăмăллăх фонд Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен ачисемпе çемйисене, сывлăх енчен çирӗп мар ачасене тата сахал тупăшлă çемьесене билета тӳлевсӗр парасса шантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура габдулла тукай