Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăр çинчи çапăçăва вунă çул ӳкернӗ

Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Хальхи искусство центрӗнче чаплă лару-тăрура Евгений Емельяновăн персоналлă «Хамăр çӗр çинче» персоналлă куравӗ уçăлчӗ. Ăна Питӗрте пурăнса пейзажсем ӳкерекен художник-баталист Чăваш Республикин Кунне халалланă.

Шупашкарсăр пуçне çамрăк чăваш художникӗн ӗçӗсене Третьяков галерреинче, Санкт-Петербургăн Закон кăларакан собрани çуртӗнче, Оборона министерствин Тӗп управленийӗнче курма пулать.

Курава уçнă çӗрте ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Чăваш хӗрарăмӗсен Союзӗн ертӳçи Наталья  Николаева, Чăваш художникӗсен союзӗн преседателӗ Владимимр Нагорнов, Питӗрти Чăваш ентешлӗхӗн председателӗ Владимимр Живов тата «Парне» фольклор ансамблӗ, Тюмень, Пенза, Хусан чăвашӗсен делегацийӗсем пулчӗç.

Кураври ӳкерчӗксенчи ял пейзажӗсем, тăван тавралăх илемӗ историлле «Ледовое побоище» диорамăн этючӗсене тултараççӗ. Çак 4 метр çӳллӗш тата 9 метр сарлакăш картинăна Çар музейӗн тӗп художникӗнче ӗçлекен Евгений 10 çул ӳкернӗ. Унcăр пуçне куравра Крым вăрçинчи Севастополь оборонин сăнарӗсем те, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсен ӳкерчӗкӗсем те пур.

Евгений Емельяновпа калаçнă кӗске хушăра эпир вăл искусствора ытларах соцреализм шкулне тытăнса пынине пӗлтӗмӗр. Историлле çапăçусене сăнарлама ăна хальхи çар реконструкцийӗсем пулăшаççӗ иккен. Вӗсенче вăл кăрал тытнă салтаксен хусканăвӗсене ӳкерчӗксем валли фиксацилет. Эпир Евгения пăлхарсем Супетей çарне аркатнине те ӳкерме сӗнтӗмӗр. 

Курав июлӗн 20-мӗшӗччен ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев