Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Парнесем хуçисем патне çите пуçларӗç

Эрне пуçламăшӗнче редакци коллективӗ çырăнакансен хушшинче черетлӗ парнесене вылянтарчӗ. Ӗнтӗ миçе çул тытса пырать «Сувар» хăйӗн шанчăклă тусӗсене хавхалантарас йăлана. Лотерейăна хутшăнас тесен пирӗн хаçата çырăннă квитанцин копине редакци адресӗпе çеç ярса памалла. Нумайăшӗ çапла тăваççӗ те. Кашни çырăнтарура парнесем выляса илекенсем те пур.

Пăва районӗнчи Шемекре пурăнакан Светлана Дворова ялти библиотекăра ӗçлет, пирӗн хаçата курмасть мар. Апла пулин те вăл «Сувара» килне те çырăнса илет. Ку çемьере сăвăсене вулама кăна мар, çырма та юратаççӗ. Шăпана тӗрӗслесе пăхма Светлана мăшăрӗ Владимир ячӗпе хаçат çырăнса квитанцине редакци адресӗпе ярса парас тет. Телей хăйне нумай кӗттермест. Выляври иккӗмӗш парне – электромясорубка Дворовсене тухать. Пăва районне команировка кайсанах парнене хуçисене çитерес терӗмӗр.

Шемекпе юнашар Чăваш Пимӗрселӗнче те пур «Сувар» хаçат парнине тивӗçнӗ çынсем. Вӗсенчен пӗри - ачасен ӳкерчӗк конкурсӗнче малти вырăна тухнă Елизавета Карамзина. Ăна II cтепеньлӗ дипломпа редакци парнисене аллине тыттартăмăр. Шкула кайма хатӗрленекен хӗрача «Суварăн» ытти конкурсӗсене те хутшăнма шантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев