Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Партисен списокӗсене тӗрӗслеҫҫӗ

Августӑн 2-мӗшӗччен суйлав кампанийӗн мӗнпур хутшӑнаканӗ паллӑ пулать. Интереслӗ, чӑвашсем пулӗҫ-ши вӗсен хушшинче?

Тутарстанри суйлав комиссийӗсем Патшалӑх Канашӗн 6-мӗш пухӑвӗн суйлавӗсене хутшӑнма палӑртнӑ политика партийӗсенчен документсем йышӑнма чарӑннӑ. "Родина" тата "Ырӑ ӗҫсен, ачасемпе хӗрарӑмсене хӳтӗлес" партисем те суйлавсене хутшӑнма палӑртнӑ пулнӑ, анчах та кирлӗ хутсене илсе килсе паман. Ҫавӑнпа та Тӗп суйлав комиссийӗн Председателӗн Мидхат Шагиахметовӑн сӑмахӗсемпе, Паянхи кунта ТСК тӑватӑ парламент партийӗн списокӗсене регистрациленӗ - "Пӗрлехи Раҫҫей", КПРФ, "", "ЛДПР", "Справедливая Россия" партисенчен пурӗ 171 кандидат. 

"Коммунисты России", партия РОСТА, «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость», партия «Ветеранов России», «Российский общенародный союз» партисем те Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра алӑ пустарса пуҫтарнӑ листоксене тӗрӗслес ӗҫ пырать. 10 кун хушшинче комиссисем списоксене тӗрӗслеҫҫӗ те кандидатсене регистрацилесси е регистрацилемесси пирки йышӑну тӑваҫҫӗ. Августӑн 2-мӗшӗччен суйлав кампанийӗн мӗнпур хутшӑнаканӗ паллӑ пулать. 

"Татар-Информ" сӑнӳкерчӗкӗ
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы