Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăшал кайса панăшăн укçа илме пулать

​​​​​​​Çулталăк пуçланнăранпа тутарстансем хăйсен ирӗкӗпе пăшал панăшăн 570 пин тенкӗ илнӗ. Çакăн çинчен журналистсене Росгвардин Тутарстанри управленийӗнчи хӗç-пăшал çаврăнăвне тимлекен уйрăмăн начальникӗ Рамиль Камалиев пӗлтернӗ.

«Енчен те çын тупнă пăшала алли илме хăрать пулсан, унăн полицейскисене чӗнмелле. Вӗсем вырăна çитсе пăшал тупнă факта фиксацилеççӗ те ăна хăйсемпе илсе каяççӗ», – каласа панă Камалиев.

Енчен те çын пăшала хăй килсе парас терӗ-тӗк, унăн ăна çывăхри полици уйрăмне илсе çитермелле е Росгвардин лицензипе ирӗк паракан ӗç уйрăмне. Унта заявлени çырса панă хыççăн полицирен хăй ирӗкӗпе пăшал панине ӗнентерекен квитанцие илмелле. Вăл хута тата паспорт, ИНН, расчет счетне илсе МФЦ-на пымалла. Тӗрӗсленӗ хыççăн документсене ТР Биологи ресурсӗсен патшалăх комитетне парăнаççӗ, унта укçа тӳлес йышăну тăвăнать.    

«Енчен те çын хăйӗн аслашшӗ вилнӗ хыççăн унăн 3 пин тенкӗ тăракан регистрациленӗ пăшалне парать пулсан, вăл 1,5 пин тенкӗ кăна илеет. Енчен те вăл пăшала тайникре тупать пулсан тата унăн лицензийӗн срокӗ тахçанах тухнă-тăк, вăл пăшалăн тулли суммине илеет. Енчен те çын граната тупса полицине илсе килчӗ-тӗк, ăна уншăн 5 пин тенкӗ параççӗ», – хушса каланă уйрăм пуçлăхӗ.   

Укçа калăпăшӗ 15 пин тенке çитме пултарать. Çак суммăна çынсем çар тата службăсем усă куракан саккунсăр хӗç-пăшала панăшăн илме пултараççӗ.

 

Хальхи вăхăтра Росгвардин Тутарстанри управленийӗнче учетра 44 пин çын тăрать, вӗсенче пурӗ 73 пин пăшал упранать. Камалиев сăмахӗсемпе, пăшалсен хуçисем вӗсене çӗнӗрен регистрацилеме манса кайса час-часах «О незаконном хранении оружия» административлă статья айне çакланаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев