Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАСПОРТ УЛĂШТАРМАЛЛИ ВĂХĂТА ТĂСНĂ

Мăшăрланнине е ача пуррине палăртакан штампа лартасси пирки халь гражданин хăй йышăну тăвать

Малашне Раççей гражданинӗн паспорчӗ çине мăшăрланнине е ачасем пуррине кăтартакан штампа лартмасса та пултараççӗ. Ку кăна та мар, 2023 çултан пуçласа хут паспорт вуçех те кирлӗ мара тухма пултарать, мӗншӗн тесен ăна электронлипе улăштарма шутлаççӗ.

Çӗршывра пурăнакансемпе çыхăннă сведенисем электронлă майпа упраннине кура малашне Раççей гражданинӗн паспорчӗ çине мăшăрланнине е ачасем пуррине кăтартакан штампа лартмасса та пултараççӗ, тесе пӗлтернӗ ТАСС информаци агентствине РФ Шалти ӗçсен министерствин пресс-центрӗ.
Раççей Федерацийӗн гражданинӗн паспорчӗ çинчен калакан положение 2021 çулхи çулларанах улшăнусем кӗме пуçланă. Сăмахран, 20 тата 45 çул тултарнисен паспорт улăштармалли вăхăтне тăснă, анчах 90 кунран ытла мар. Çавăн пекех 14 çултисене те паспорт илесси пирки заявлени парас вăхăта 90 кунччен тăсса панă.
Паспорт бланкӗ те улшăннă, халӗ унта «харпăр код» çук. Бланкăн юлашки страници çине документ хуçи валли мӗнпур кирлӗ информацие вырнаçтарма тытăннă.
Унсăр пуçне гражданин паспортра мăшăрланнине е ача пуррине палăртакан штампа лартасси, маларах панă паспортсем е ют çӗршыв паспорчӗ çинчен информацие, ИНН, юн ушкăнӗпе çыхăннă сведенисене вырнаçтарасси çинчен хăйех йышăну тăвать.
Маларах РФ ШӖМӗ 2023 çултан пуçласа электронлă паспортсем пама пуçлассине, хут паспорта вара пӗтерессине пӗлтернӗччӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев