Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патăрьелӗнчи автохам инспекторсене эротика çулçӳревне ăсатнă

Çакна çирӗплетекен видео социаллă сетьсене лекмен пулсан, тен, илемлӗ мар япалана вырăнти витӗмлӗ çынсем хутшăннипе татса пама та пулатчӗ пулӗ, анчах та ял-йышпа танлаштарсан, Интернет çывăрмасть

Октябрӗн 18-мӗшӗнче çӗрле Патăрьелӗнчи пӗр кафе çумӗнче ГИБДД ӗçченӗсем çулпа çӳрес йӗркене пăснă ВАЗ-2114 автомобилӗн водителӗ пирки протокол çырнă вăхăтра вӗсем патне «Тойота Прадо» автомобиль пырса чарăнать. Полицейскисем унран документсем кăтартма ыйтсан, вăл йӗрке хуралçисене намăссăр сăмахсемпе витме тытăнать. Çак ӗç-пуçа телефонсем çине ӳкерсе илнӗ çынсем нумайăн пулнă, çав шутра полицейскисем те. Вӗсем мӗншӗн усала арестлеме хăтланманни тӗлӗнтерет. Уйрăмах руль умӗнче ларакан çамрăк пуçтах полици ӗçченӗсенчен пӗрне пӗччене-пӗччен çапăçма тухма чӗнсен.

Тепӗр кунне Шăнкăртамра пурăнакан 24 çулхи çамрăка арестлесе (хальлӗхе) 14 талăка хупса лартнă. Чăваш Республикин следстви комитетне полицейскисене кӳрентерни пирки материалсем ярса панă. Интернетра çак çамрăк полицейскисенчен каçару ыйтакан видео та пур. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев