Сувар

Патӑрьел врачӗсене Турӑ пулӑштӑр!

Пандеми пуҫлансан ҫынсене килсенче питӗрсе хунӑ вӑхӑтра интернетра пӗр ролик ҫӳретчӗ. Чӑваш номерӗсемлӗ бортлӑ УАЗ Патӑрьел патӗнчен трассӑпа иртет, ун кузовӗнче чиркӳ ҫыннисем кӗлӗ вуласа святой вода шывӗпе иртсе пыракан тавралӑха пӗрӗхетчӗҫ. Ҫапларах хӗрес ҫулӗ туса вӗсем Чӑваш Ҫӗршывне муртан Турӑ пулӑшнипе тасатма ӑнтӑлнӑ пулӗ. Анчах та коронавирус вӑйлӑрах пулчӗ, чакмарӗ. Ҫапах та хӑш чухне ҫынсене сывалма Ҫӳльти Хӑват та пулӑшать пулмалла.

 Патӑрьел район больницине ҫак пациента илсе килсен вӑл унтан сывалса тухассине ӗненекенсем сахал пулнӑ. Мӗншӗн тесен КТ-4 унӑн ӳпкисене коронавирус 100 проценчӗпех пусса илнине кӑтартнӑ.

Патӑрьелӗнчи "Авангард" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑнкӑртам арҫынни коронавирус ифекцийӗнчен вӑхӑтӗнче вакцинаци тутарманшӑн питӗ ӳкӗнет. Хальхи вӑхӑтра вӑл амбулаторилле сиплев илет. Хӑйне лайӑх туять тата ыттисене те сывлӑх сунать. Ҫынсене вакцинаци иртме сӗнет.
Патӑрьелӗнчи район больницинчи ковид уйрӑмӗнчен ҫак пациента сыватса кӑларнӑ чухне медперсоналӑн та куҫӗсем шывланнӑ. Вилӗм аллинчен ҫын пурнӑҫне ҫӑлнипе врачсем те кӑмӑллӑ. Ҫакнашкал самантсемшӗн "хӗрлӗ" зонӑри тамӑка та тӳсме пулать.

"Авангард" хаҫатӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: