Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАТРИОТИЗМ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАЛЛА ТА ПУЛӖ

Çутă кӳлӗ ялӗ пуçланса кайнине халалласа лартнă палăк çывăхне майăн 8-мӗшӗнче пахчари мӗнпур ӗçсене пăрахса ял-йыш пуçтарăнчӗ. Пурте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсен, вăрçă хирӗнче ӗмӗрлӗхе выртса юлнă аслашшӗ-кукашшӗн портречӗсене тытнă. «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансем ял урамӗпе мăнаçлăн утаççӗ. Вӗсене хапха умне тухнă ял-йыш саламлать, нумайăшӗ хăй те халăх стройне хутшăнать. 

Пӗчӗк кăна ялта та «Вилӗмсӗр полка» çапла пайтах çын хутшăнни савăнтарчӗ. Уйрăмах çамрăксемпе ачасем нумайччӗ. Пирӗн халăхра патриотизм пулнă, пур, малалла та пулӗ.

Унтан клуб умӗнчи тӳремре пуху-концерт пуçланчӗ. Аслă вăрçа пирӗн ялтан 40 çын кайнă, çавсенчен 20-шӗ ӗмӗрлӗхех çапăçу хирӗнче выртса юлнă.

Учалле ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Г.М.Тухбатуллина пухăннисене уявпа саламларӗ, «Вилӗмсӗр полкра» нумай çын хутшăннишӗн савăннине пӗлтерчӗ, тав турӗ. Азнакай районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи О.И.Владимиров та пире Çӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ, сывлăх сунчӗ. Район депутачӗ Р.К.Хасанов çӗршыври лару-тăру пирки ăнлантарчӗ, йăлтах лайăх пулать тесе шантарчӗ. Ялти «Нарспи» фольклор ансамблӗ куракансене вăрçăпа çыхăннă чăвашла, тутарла, вырăсла юрăсемпе савăнтарчӗ.

М.Ибрагимов халăха зала кӗме сӗнчӗ, вăл унта сюрприз хатӗрленӗ-мӗн: Аслă вăрçа хутшăннисен фотостенчӗ çумӗнче тепӗр стенд йӗркеленӗ. Ăна хамăр ял ачине, 1999 çулта Дагестанра хӗсметре тăнă вăхăтра Çурçӗр Кавказри çапăçусене хутшăннă, ир пурнăçран уйрăлнă Юрий Геннадьевич Паймуллина (1978 çулхи) халалланă. 

Вăрçă ачисене – Марсина тата Хунтимӗр Пимуллинсене, Расиха Пимуллинăна, Риммăпа Марат Илюхинсене – хисеп туса уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Вӗсене тата ытти аслăрах çулхи çынсене тутлă çимесемпе чей ӗçме йыхăрчӗç.

Пирӗн ял çыннисем ӗçре те, уявра та сатур çав.    

 

Ухтияр ИЛЮХИН.

Азнакай районӗ,

Çутă Кӳлӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев