Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патриотизм воспитанине парас яваплăха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансен хăйсем çине илмелле

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи (Çӗпрел районӗ) обелиск патӗнчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 77- çуллăхне халалланă митинга шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Карсаковăпа вырăс чӗлхипе литература учителӗ Екатерина Романова уçрӗç. Ялта сывă пӗр ветеран та, пӗр салтак арăмӗ те юлман ӗнтӗ. Вăрçă нуши-хуйхине, тертне, выçлăхне тӳснӗ виçӗ çын, вăл вăхăтра 10 – 15 çулта пулнă вăрçă ачисем, Елизавета Андреева, Нина Казакова, Анна Макарова пурăнаççӗ-ха, анчах 90 çула çитнӗскерсем питех тухса çӳреймеççӗ, çавăнпа Çӗнтерӳ уявне пыраймарӗç. 

Пухăннисене пурне те Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе район администрацийӗн представителӗ, районăн финанспа бюджет палатин председателӗпе Ильдар Альбертович Ракиповпа вырăнти ял хутлăхӗн ертӳçи Роберт Дружков хӗрӳллӗн саламларӗç. Ялти ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсен шучӗ кунран кун чакса пынăран çамрăк ăрăва патриотизм воспитанине парас яваплăха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансем, ку ялта кăна вӗсем 30-ăн, хăйсем çине илмеллине каларӗ. Малалла сăмаха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансен, чикӗ хуралӗн тата ытти çарсен запасри çар çыннисен «Щит Отечества» обществăлла организацин районта тин кăна йӗркеленнӗ уйрăмӗн председателӗ Данил Ефимов илчӗ. Вăл Чечня вăрçине хутшăннă запасри çар çыннисене Сергей Афиногентова,  Сергей Патшеева çамрăк ăрăва патриотизм воспитанине парас ӗçе хастар хутшăннăшăн – «Патриот России», Таджикистан территорийӗнчи хӗç-пăшаллă хирӗçтăрăва хутшăннă Николай Макаровпа Дмитрий Карсакова «Защитнику Отечества» медальсемпе чысларӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, Афганистан, Чечня вăрçине хутшăннă Василий Денисовпа Данил Ефимов вăрçăра пуç хунă тата сывă таврăннă ентешсене халалланă обелиск умне ял-йыш ятӗнчен венок хунă хыççăн пухăннисем Аслă вăрçăран таврăнайман 200 яхăн ентеше пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. 

Малалла митингăн литературăпа кӗвӗ пайне (ăна вырăнти шкулпа ялти Культура çурчӗ йӗркеленӗ) вăтам классенче вӗренекенсен «Служить России» юрри уçрӗ. Вăрçă вăхăтӗнчи юрă-сăвă сахал мар янăрарӗ кунта, кӗçӗн классем «Безкозырка» ташша та ташларӗç. «День Победы» юрă вӗçлерӗ программăна. 

Митингăн тепӗр пайӗнче вăрçăсене хутшăннă ентеш-ветерансен взвочӗпе (командирӗ Данил Ефимов) шкулăн призыв çулне çитнӗ каччăсен взвочӗ (ертӳçи Виктор Выселкин) «Прощание славянки» марш кӗввипе обелиск умӗн стройпа иртрӗç. 

Митинг вӗçленсен шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял çыннисем вăрçăра пуç хунă, сывă таврăннă ветерансен портречӗсемпе ялăн тӗп урамӗпе утса «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшăнчӗç. 

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ.

Çӗпрел районӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X