Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх çӗнӗ йышши бизнесменсем пирки манмасть

Федераллă налог службин Управленийӗн кăтартăвӗсемпе, республикăри самозанятыйсене 140 миллиона яхăн тенкӗ тӳленӗ

2020 çул пуçланнăранпа «Мой налог» системăра 15 пин ытла Тутарстан çынни регистрациленнӗ. Хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекенсен (самозанятыйсен) «çарӗ» республикăра 72,6 пин çынран иртет, тесе пӗлтерет ТР Экономика министерствин пресс-служби.

«Раççейӗн Федераллă налог службин Управленине самозанятыйсене памалли субсиди валли 1,6 млрд тенкӗ уйăрнă. Çак укçа хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсене 2019 çулта тӳленӗ налога тавăрма парăнать. Федераллă налог службин Управленийӗн кăтартăвӗсемпе, республикăри самозанятыйсене 140 миллиона яхăн тенкӗ тӳленӗ», – палăртнă пресс-службăра.

Covid-19 пандемии вăхăтӗнче самозанятыйсен налогӗсене тавăрас йышăну – патшалăх тӗревӗсенчен пӗри. Çавăн пекех хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсене 12,1 пин тенкӗлӗх «налог капиталӗ» те параççӗ, ун шутӗнчен вӗсем çулталăк вӗçлениччен налог тӳлевӗсем куçарма пултараççӗ. Налог капиталӗ ӗнтӗ ӗçе кӗнӗ «налог бонусне» ӳстерет, ăна самозанятыйсене 10 пин тенкӗ чухлӗ уйăраççӗ.  

«Проверенный бизнес» интернет-ресурсра, «Мой бизнес» центрта, «Центр поддержки самозанятых» офисӗнче тӳлевсӗр консультаци параççӗ. Унта страховка взносӗсене еплерех тӳлемелли, приложенипе мӗнле усă курмалли, юридици сăпачӗсемпе тата усламçăсемпе мӗнлерех килӗшӳсем çирӗплетмелли пирки консультацисем параççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев