Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх Думин депутачӗ Конституцири тӳрлетӳсене йышăнма чӗнет

Паллă спортсменка шучӗпе, çамрăксем хальхи вăхăт лартнă ыйтусем çине хуравлама пултарччăр тесен профессиллӗ хатӗрленӳ валли условисем тумалла

Наукăпа техника прогресӗ патне ăнтăлнине Конституцире çирӗплетмелле тесе шутлать Патшалăх Думин депутачӗ Ольга Павлова. Ун шучӗпе çакă ӗç тухăçлăхӗпе экономика ӳсӗмӗ çине витӗм кӳрет.

«Экономика ӳсни пирӗн граждансен пуянлăхне ӳстерме май парать, çавăнпа та ӗç тухăçлăхне ӳстерни, наукăпа технологи прогресӗ валли майсем хатӗрлени, паянхи кун, пӗтӗм тӗнчепе пӗрле пирӗн çӗршыв та коронавирус инфекцийӗн пандемиине пула лекнӗ экономика йывăрлăхӗнчен тухнă вăхăтра, пӗтӗ пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Павлова.  

Ун шучӗпе Раççейре прогрессивлă яш-кӗрӗм валли условисем туса памалла. Ку чухне çамрăк кадрсем экономика кризисӗнчен тухмалли идейăсене те пурнăçа кӗртме пултарӗç. Çакна валли наукăна аталантармалла, вӗренекенсем хальхи вăхăт лартнă ыйтусем çине хуравлама пултарччăр тесен профессиллӗ хатӗрленӳ валли условисем тумалла.

«Çак енсем технологиллӗ производствосен тухăçлăхне, ӗç укçи шайне ӳстереççӗ, çынсен пурнăçне лайăхлатаççӗ. Вӗсемпе пӗрле экеономика та ӳсет. Ку йăлтах патшалăхăн социаллă тӗрев парса пымалли майӗсене сарать», – тесе шутлать Тутарстанран суйланнă Патшалăх Думин депутачӗ.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев