Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх заказӗ мар пулсан та пысăк ӗç

«Чăваш халăх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников çавăн пысăкăш ӗç туса пыракан сайта хăй укçи-тенкипе, патшалăх пулăшăвӗсӗр тытса пырать. Эпир те ун умӗнче парăмра. «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш сайтне те пире Николай тума пулăшрӗ, тӳлевсӗрех.

«Сувар» хаçатăн юбилейне халалланă Вулакансен конференцийӗнче «Чăваш халăх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников та хутшăнчӗ. Вăл çавăн пысăкăш ӗç туса пыракан сайта хăй укçи-тенкипе, патшалăх пулăшăвӗсӗр тытса пырать. Эпир те ун умӗнче парăмра. «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш сайтне те пире Николай тума пулăшрӗ, тӳлевсӗрех. Вăл чăвашла электронлă хыпарлав ӗçӗнче питӗ пӗлекен çын, çавăнпа та унăн сӗнӗвӗсем Конференцие хутшăнакансемшӗн усăллă пулчӗç тесе шанас килет.

Нумай чухне, патшалăх структуринче ӗçлемен никама пăхăнман журналистсене тивӗçлипе хаклама пӗлместпӗр эпир. Е хакласшăн мар-и?

Çав вăхăтра вӗсем тăвакан ӗç – патшалăх заказӗ мар пулин те – питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Калăпăр, «Википедин» чăвашла уйрăмӗ, электронлă вулавăша куçарнă çӗршер чăваш кӗнеки-словарӗ, Чăваш Республикин чăвашла çырса тунă картти тата ытти, тата ытти те. Мӗншӗн çак, халăх пуласлăхӗшӗн кирлӗ ӗçсене уйрăм çынсем тăваççӗ, патшалăх мар? Саманапа тан утма хистет-çке пире прогресс! Ыйту хуравсăр юлать... (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России