Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалӑх автоинспекцийӗн кӑтартӑвӗсемпе водительсем руль умне ӳсӗрле ытларах ларни палӑрнӑ

Тутарстанри полицейскисемпе журналистсем ӳсӗрле руль умне ларакансене тытас ӗҫе вӑйлатӗҫ

 Цифрӑсем те хӑратаҫҫӗ – ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӳсӗрле машинапа ҫӳрекен 7100 ҫынна тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланайманнисем миҫен пулни пирки шутлама та хӑрушӑ. Вӗсем вӗт хӑйсене уйрӑм трассӑпа мар, эпир пыракан ҫулсемпех ҫӳреҫҫӗ.

Кӑҫал ӳсӗр водительсен айӑпӗпе 78 ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ. Вӗсенче 17 ҫын вилнӗ, 111-шӗ аманнӑ. 

Тутарстан журналисчӗсене ку лару-тӑру тивӗҫтермест, вӗсем ГИБДД ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫакна хирӗҫ кӗрешме шут тытнӑ.

Руль умӗнчи кашни ӳсӗр ҫинчен тӗплӗн ҫырса, сӑнӳкерчӗксене хаҫатсенче пичетлесе, видеосене социаллӑ сетьсенче кӑтартса. Йӗркене пӑсакансене мӗнле яваплӑх кӗтни ҫинчен те пӗлтерӗҫ журналистсем. Ку вӑл пысӑк штрафсем кӑна мар, ирӗкрен хӑтарасси те. 

Уголовнӑй Кодексӑн 264 статйипе килӗшӳллӗн, иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн 300 пин тенкӗ таранччен штраф е 2 ҫул таранччен тӗрме кӗтет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев