Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалӑх медиксене ҫурт-йӗр илме пулӑшать

Ҫак проект пулӑшнипе Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн инвестицийӗсемпе республикӑра 273,6 пин тваткал метрлӑх 4970 хваттер тӑвӑнать

15 ҫул хушшинче Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗ 4,5 пин медика хваттерсемпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал кӑна унӑн ҫурчӗсенче 152 медицина ӗҫченӗ пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсенчен хваттерӗсене социаллӑ ипотека программипе 217 ҫын илнӗ, 19 врач республика гранчӗпе ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ. Тата 16 медика хваттерсем арендӑна панӑ.
Медицина ӗҫченӗсем валли хӑтлӑ условисем туса парасси – республикӑри ертӳҫисен приоритетӗнче.
Ҫурт илнисен шутӗнче паллиативлӑ пулӑшу врачӗ Рушана Рафикова та. Вӑл Республикӑри клиника больници чӗннипе Чӗмпӗртен куҫса килнӗ. Тутарстан Правительстви ӑна хваттершӗн пӗрремӗш взнос тӳлеме 500 пин тенкӗлӗх грант панӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл "Салават Купере" комплексра пӗр пӳлӗмлӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ.
"Унччен хваттер тара илеттӗмччӗ, халӗ тинех хамӑн! Республикӑри больница пулӑшнипе эпӗ ҫамрӑк специалистсене парӑнакан гранта хутшӑнма май пулчӗ. Республика ертӳҫисене тӗрев панӑшӑн тав! Хваттер пахалӑхӗпе эпӗ питӗ кӑмӑллӑ",– тесе каланӑ вӑл.
Август уйӑхӗнче Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗ Элкел районӗнче тата пӗр арендлӑ ҫурт тума тытӑннӑ, унта вырӑнти ЦРБ врачӗсем те пурӑнӗҫ.
Ҫурта «Жилье и городская среда» наци проекчӗпе тӑваҫҫӗ. Ҫак проект пулӑшнипе Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн инвестицийӗсемпе республикӑра 273,6 пин тваткал метрлӑх 4970 хваттер тӑвӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев