Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшана чечек улмине ҫитересшӗн пулнӑ

Ку чечеке тӗрлӗрен калаҫҫӗ: пӗрисем далия, теприсем георгин теҫҫӗ

 

Пӗр нимӗҫ селекционерӗ (шведсен ботаникӗ А. Даль ячӗпе) далий тесе Кӑнтӑр Америкӑри пӗр тӗме ят панине аса илтернӗ хыҫҫӑн, ҫак ӳсен-тӑрана – Питӗрти Наукӑсен академийӗн профессорӗн Иоганн Готлиб Георги ячӗпе – георгин тесе чӗнме сӗннӗ. Ҫавӑнтпнпа чечекӗн икӗ варианчӗпе те усӑ кураҫҫӗ.
Георгинӑн тӑван ҫӗршывӗ – Мексика, Чили, Перу тӑвӗсем. Европӑна вӗсене 1783 ҫулта пӗр врач илсе килнӗ. Вӑл чечекӗн тымарӗнче ӳсекен тӑрӑхла улмасем паранкӑ пекех тутлӑ тесе шутланӑ та вӗсене Испани корольне парнеленӗ. Монарх улмасене хӑй керменӗнчи сада акма хушнӑ, вӗсем патне садовникпа корольсӑр пуҫне никамӑн та ҫывхарма юраман.
Кӗркунне ӳсен-тӑран чечеке ларнӑ, ҫеҫкисем питӗ хитре пулнӑ. Короле георгин питӗ килӗшнӗрен, ӑна патша садӗнче декоративлӑ чечек пек ӳстерме тытӑннӑ. Улмисем ҫиме юрӑхсӑр пулнӑ-ҫке.
Халӗ тӗнчере 10 пин тӗслӗ георгин ӳсет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев