Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Паттăрсем манӑҫа тухмаҫҫӗ

Раштавӑн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Тӑван Ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре ҫак асран кайми куна 2007 ҫулта палӑртма тытăннӑ. Анчах та ҫак уяв XVIII ӗмӗртен пуҫласа хӑйӗн историне илсе пырать. 1769 ҫулта II Кӗтӗрне патша Ҫветтуй Георгий Çĕнтерӳҫĕ орденне йӗркеленӗ.

Кашни регионта, хулара, ялта хамӑрӑн паттăрсем пур, вӗсем ҫинчен манма юрамасть, яланах асра тытатпӑр ентешсен паттӑрла ĕҫĕсене.

​ Халӗ те ҫулсеренех, Раҫҫей ҫыннисем Совет Союзӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Паттăрӗсен, ҫавӑн пекех Мухтав орденӗпе Çветтуй Георгий орденӗн кавалерӗсене мӑнаҫлӑн та тав туса мухтаҫҫӗ. Раҫҫей ҫыннисем ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ ҫар ҫыннисемпе ялан мӑнаҫланнӑ.

Асран кайми куна халалласа, раштавӑн 9-мӗшӗнче П.В. Дементьев музейӗнче "Ӑшӑ ҫурт" социаллӑ приют воспитанникĕсем​ "Паттӑрсен ҫулӗсем" ӑс-хакӑл вӑййине хутшӑнчĕҫ.

Вӑййа хутшӑнакансем Тӑван Ҫӗршывӑн тӗрлӗ вӑхӑтри истори пулӑмĕсене, çынсен паттӑрлӑхӗсене, литературӑри паттӑрсене тата паттӑрла ӗҫӗсене аса илчӗҫ.

Юрий Адъютантов, Çӗпрел районӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев