Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ

Паянхи саманари пулас салтак-паттăрăн мӗнлерех пахалăхсемпе палăрса тăмалла-ха?!

  Раштавăн 9-мӗшӗ – Тăван çӗршыв Паттăрӗ кунӗ. Çар мухтавӗн кунӗн тӗллевӗ те Тăван çӗршыв историне пӗлмеллине, унпа мăнаçланмаллине, халăхсен харсăрлăхӗпе ăс-тăнпа кăмăл-туйăм хаклăхне çирӗплетмеллине, ентешсен паттăрлăхне манмалла маррине палăртасси.
Çак куна халалласа П.Дементьев музейӗнче «Паттăр пулса çуралмаççӗ – паттăр пулса тăраççӗ»​ ятпа паттăрлăх урокӗ иртрӗ. Унта Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 4-мӗш класра вӗренекенсем тата «Ăшă çурт» социаллă приютра воспитани илекенсем хутшăнчӗç.
Кашни ял-хулан хăйӗн паттăрӗсем пур. Уписем те хăйсен паттăрӗсене çитӗнтернӗ ентешӗсене манмаççӗ, мухтавлă та сумлă ӗçӗсемпе мăнаçланаççӗ. П.В.Дементьев – СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ, генерал-полковник-инженер, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ, тăхăр хутчен Ленин тата ытти орденсене тивӗçнӗ, И.Сталин премийӗн лауреачӗ. Л.В.Дергунов В.И.Чапаев ячӗллӗ колхоз председателӗнче ӗçленӗ, Социализмла Ӗç Геройӗ. Çӗршыв умӗнчи пархатарлă ӗçсемшӗн ăна Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав, «Хисеп палли» орденсем тата тăватă медаль парса чысланă. С.Немасев гидростроитель, 1958 çулта Социализмла Ӗç Геройӗн ятне, Ленин тата Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе медальсене тивӗçнӗ.
Урок вӗçӗнче пӗтӗмлетӳ турӗç: паянхи саманари пулас салтак-паттăрăн мӗнлерех пахалăхсемпе палăрса тăмалла-ха?! Кашниех хăйӗн шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗ: ачаранах Тăван çӗршыва юратмалла, атте-аннене хисеплемелле, йывăрлăхсен умӗнче пуçа усмалла мар, чăтăмлăхпа чун çирӗплӗхӗ пулмалла, çынлăх пахалăхӗсене çухатмалла мар, паттăрлăх кăтартмалла, спортпа туслашмалла, хăюллă та патвар пулса çитӗнмелле...
Çакăн пек уроксем ирттерни çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк витӗм кӳрет.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев