Паттӑрӑн ятне манӑҫа кӑлармӗҫ

Эдуард хӑй ирӗкӗпе Дагестан Республикине хӗсмет иртме каять
Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта паттӑр ентеше, Эдуард Мусейкина халалласа асӑну хӑмине уҫнӑ. Вӑл Дагестан Республикинче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра паттӑррӑн пуҫне хунӑ. Мусейкин ятне шкулти юнармеецсен отрядне панӑ, ку вӑл ҫиччӗмӗш клас.
Эдуард Николаевич Мусейкин 1973 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шемекре ҫуралнӑ. Шемексем 9 клас хыҫҫӑн Пӳркелне вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Челябинскри танк училищине пӗтерсен Эдуард хӑй ирӗкӗпе Дагестан Республикине хӗсмет иртме каять. Иккӗмӗш Чечен кампанийӗ вӑхӑтӗнче танк колонни Грозныйри консерва заводне атакӑланӑ. Рота командирне суранлатсан Эдуард Мусейкин командованине хӑй ҫине илет. Танкпа ҫула пӳлсе пирӗннисене каялла чакма май туса парать. Тан мар ҫапӑҫура танкри пӗтӗм экипаж вилет.
Ҫак паттӑрлӑхшӑн танк экипажне вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Эдуард Шемекре 3 тултариччен кӑна пурӑннӑ, Пӳркелӗнчи шкулта вӑл вӗренмен. Апла пулин те юнармеецсен отрячӗ ыйтнипе паттӑр ентешӗн асӑну хӑмине дирекци унта вырнаҫтарма шутланӑ.
Вӗренекенсем умӗнче ачасем паттӑра халалланӑ сӑввисене вуласа панӑ. Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комисарӗ Радик Тухфатуллин пӳркелсен пуҫарӑвне ырланӑ. Районти Вӗрентӳ управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Наталья Македонская та ачасен патриотла воспитанийӗ тивӗҫлӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
7-мӗш класӑн ертӳҫи Надежда Пиколова асӑну хӑмине тума пулӑшакансене тав тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
1 марта 2021 - 21:35Сивӗ Нурлатри ӑшӑ тӗлпулу Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла4500
-
1 марта 2021 - 18:25Теччӗсем ҫинчен ӳкермелли кино нумай Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер4800
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен12700
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине6600
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ33202
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ12500
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.11101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ264500
-
27 февраля 2021 - 11:48Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП» – Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.15401
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.14300
-
27 февраля 2021 - 10:20Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.12700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика