Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паттӑрсен кунне 2007 ҫултанпа уявлаҫҫӗ

Чистайри 2-мӗш лицейра хӑюлӑх урокне Раҫҫей Паттӑрӗ Алексей Кораблев ирттерӗ

  Ыран Тутарстанри шкулсенче хӑюлӑх урокӗсем иртӗҫ

Декабрӗн 9-мӗшӗнче, Тӑван Ҫӗршвӑн Паттӑрӗсен кунӗнче вӗрентӳ заведенийӗсенче хӑюлӑх урокӗсем иртӗҫ. Кун ҫинчен ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет. 

Хусанти 124 номерлӗ вырӑс-тутар шкулӗн ачисемпе Раҫҫей Паттӑрӗ, Республикӑри "Герои Татарстана" общество организацийӗн председателӗ Газинур Хайруллин тӗлпулать.

Вӑл аслӑ классенче вӗренекенсемпе тата "Юнармия" юхӑма хутшӑнакансемпе урокӗсем ирттерӗ.

Чистайри 2-мӗш лицейра хӑюлӑх урокне Раҫҫей Паттӑрӗ Алексей Кораблев ирттерӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Паттӑрӗсен кунне Раҫҫейре кашни ҫул декабрӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Паллӑ кун пирки Патшалӑх Думин депутачӗсем закон проектне йышӑннӑ, Депутатсен пуҫарӑвне Федераци Канашӗ тӗрев панӑ. 2007 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӑна алӑ пусса ҫирӗплетет.

Закон проектне хатӗрлекенсем Паттӑр кунне Тӑван Ҫӗршывшӑн ниме пӑхмасӑр кар тӑма хатӗр ҫынсен идеалне обществора сарма пулӑштӑр тесе никӗсленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев