Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва ентешлӗхӗ çӗнтерекенсене укçа парса хавхалантарчӗ

Арçынсем 3 километр чупрӗç, хӗрарăмсем – 2

Пăва çумӗнчи хырлăхра Пăвасен ентешлӗхӗн парнисемшӗн кросс иртрӗ.
Ентешлӗх Президенчӗ Ирек Закиров хăй те кашни кун 5-шер километр чупаканскер, тăван районӗнче çăмăл атлектика ăмăртăвӗ ирттерме сӗнсен тӳрех спонсор пулма килӗшнӗ. Каланă – тунă.

Августăн 29-мӗшӗнче ирхине 10:00 сехетре Йӗлтӗр базине 30 ытла спортсмен пуçтарăнчӗ, вӗсен хушшинче хӗрармăсем те сахалăн марччӗ. Спорт уявне хутшăннисен хушшинче эпир Рункă, Элшел, Вăрăмхăва, Кивӗ Пăрăнтăк, Шемек, Пӳркел чăвашӗсене куртăмăр. Арçынсем 3 километр чупрӗç, хӗрарăмсем – 2. Вӗсен хушшинче Теччӗ спортсменкисем пурри ăмăртăва хăйне евӗр интрига кӗртрӗ.

Ветеринари техникумӗ çумӗнчи «Форпост» пӗрлешӗве кӗрекенсем пулăшрӗç Пăвари «Юность» спорт шкулне çак ăмăртăва йӗркелеме.   

Пăва райадминистрацийӗнчен Ильдар Еремеев пухăннисене саламларӗ, хусансенчен Ирек Закиров сăмах каларӗ. Вăл çак ăмăрту çулсерен иртекен пуласса шаннине пӗлтерчӗ, малашне унта çӗнтерекенсем валли пысăк парнесем хатӗрлесе хавхалантарассине пӗлтерчӗ.
Пăвара пурăнакан 81 çулти Валерий Рубцова та сăмах пачӗç спорт уявӗнче. Вăл иккен пӗлтӗр кăна чупма чарăннă. Унччен малтан пӗр ăмăртăва та сиктермен. Республикăри тата çӗршыври чылай чупу ăмăртăвӗнче пăвасен чысне хӳтӗленӗ Рубцов. 70-те чухне Питӗрти çурма марафона (22 километр) чупса тухнă.

«Эпир пӗчӗк чухне ирхине тăраттăмăр та, Пăваран Хырла юханшывӗ таран ăмăртмалла чупаттăмăр. Кам атăпа, кам çарран. 5-мӗш класран вара эпӗ шкулти ăмăртусенче çӗнтерме пуçларăм. Çавăнтан пуçланчӗ те спортсмен пурнăçӗ», – аса илчӗ спорт ветеранӗ. Чупма чарăннă пулсан, йӗлтӗре пăрахман-ха Владимир Рубцов. Ачаран юратнă хырлăхра вăл кӗтнӗ хăна.

Виçӗ çул категорийӗпе ăмăртрӗç çăмăл атлетсем: 18-30, 30-45, 45+. Шкулта вӗренекенсем те пурччӗ, вӗсене çамрăксем патне кӗртсе чуптарчӗç.  

Кӗркунне çывхараспа ирхи хырлăхра çил те çук, вăрăмтуна та. Ӗнер çуса иртнӗ çумăр йывăçсенчен çăра кислород кăларать. Чупма çăмăл.
Анчах та харăс тапраннă старт хыççăн чупу пуриншӗн те çăмăл пек туйăнмарӗ.
Хӗрарăмсен хушшинче чупса Майя Таранова мала тухрӗ. Вăл Теччӗри спортшкулта вӗренет. Арçынсем хушшинче Рункăра çуралнă, халӗ Хусанти спорт академийӗнче вӗренекен Павел Тимряков мала тухрӗ. Аслисен хушшинче Элшел шкулӗнчи физкультура вӗрентекенӗ Владимир Ложков та призла вырăн йышăнчӗ.

Çӗнтерекенсене асăнммалăх медальсем тата укçаллă конвертсем парса саламларӗç.

Консатнтин МАЛЫШЕВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев